Йĕлтĕр йĕрĕ çирĕп сывлăх парнелет
Йĕлтĕр спортне юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, унăн çумĕ Л.Левый саламларĕç, çирĕп сывлăх, дистанцисене ăнăçлă чупса тухма, лайăх кăтартусем тума ырă сунчĕç.
Елчĕкре культурăпа кану паркне çакăн чухлĕ халăх пуçтарăнни çуллахи Акатуй кунĕнче çеç пулать ахăр. Вырсарни кун парка "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013 çул" чупăвĕн районти ăмăртăвне шкулсемпе предприятисем, учрежденисем пысăк ушкăнсемпе, йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем çемйисемпе пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕрçĕсен районти чупăвне йĕркелесе ирттерекен ушкăн ертỹçи - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый пĕлтернĕ тăрăх - çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çине пурĕ 1100 çын тăнă. Çак йышра районти, республикăри ăмăртусене хутшăнакансем те, пуçласа йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем те, куллен йĕлтĕрпе ярăнса сывлăха çирĕплетекенсем те пулчĕç. Акă, район администрацийĕнче ĕçлекен Н.Скворцова хăйпе пĕрле икĕ хĕр ачине чупăва илсе тухнă. 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия шкул ачисен дистанцине чупса тухрĕ. Пĕчĕк йĕлтĕр сырнă 5 çулти Маша амăшĕпе аппăшĕ чупнине тимлĕн сăнаса тăчĕ. Кăштах ỹссен вăл та йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрасси пирки иккĕленỹ çук.
Тỹскелти çамрăк Даниловсем те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле чупма тухнă. Елчĕкре пурăнакан Н.Никифоров мĕн çамрăкранах спортпа интересленнĕ, хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетика енĕпе, йĕлтĕрпе чупассипе район чысне хỹтĕленĕ. Хĕллехи кунсенче ăна йĕлтĕр сырса уя тухнине курма пулать. Спорт уявĕнче 77 çулти Н.Никифоров çулĕпе чи асли пулчĕ. Андреев урамĕнче пурăнакан О.Журавлев та темиçе çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Пушă вăхăтра вăл та йĕлтĕр сырса чупма тухать.
Йĕлтĕрçĕсен чупăвне вĕсен çулĕсене кура йĕркеленĕ пулин те çак кун мала тухасси тĕп вырăнта тăмарĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшли - ушкăнпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăнни, харпăр-хăй вăй-халне тĕрĕслени пулчĕ. Чи малтан старта предприятисемпе организацисен ертỹçисем тухрĕç. Вĕсен йышĕнче С.Петрова, Р.Молодова, Н.Миллин, Л.Левый, Г.Анисимова, район администрацийĕн пай ертỹçисем ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Финиша Н.Малышкинпа П.Кузнецов (Аслă Елчĕк, Курнавăш шкулĕсен директорĕсем), юсавпа техника предприятийĕн директорĕ Б.Капламов, хĕрарăмсенчен С.Ермакова (Лаш Таяпа ял тăрăхĕн ертỹçи), Н.Борисова (тĕп больницăн рентгенологи уйрăмĕн заведующийĕ), В.Павлова (Лаш Таяпа шкулĕн директорĕ) чи малтан çитрĕç.
Унтан йĕлтĕр йĕрĕ çине 40 çула çитичченхи хĕрарăмсем тăчĕç. Аслă Елчĕк шкулĕнчи Л.Адюкова йĕлтĕрпе туслине кăтартса пачĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Н.Ишмуратова (Елчĕк), И.Петрова (вĕренỹ пайĕ). Аслăрах çулсенчи хĕрарăмсен ушкăнĕнче районти тĕп больницăн врачĕ Н.Афанасьева, В.Немцева (вĕренỹ пайĕ), Н.Васильева (Шăмалак шкулĕ) - ăста йĕлтĕрçĕсем.
40 çула çитичченхи арçынсен ушкăнĕнче шкулта вĕреннĕ çулсенче йĕлтĕрпе, çуран чупассипе район чысне хỹтĕленĕ, халĕ Шупашкарти аслă шкулта пĕлỹ пухакан С.Константинов (Курнавăш), В.Муллин (Кĕçĕн Таяпа), А.Васильев ("Улăп" ФОК) финиша чи малтан çитрĕç. 40 çултан аслăрах ушкăнта Кĕçĕн Таяпари шкулти физкультура учителĕ М.Скворцов хăйĕн ỹсĕмĕнче унпа танлашма пултаракан урăх йĕлтĕрçĕ çуккине хальхинче те çирĕплетрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче В.Иванов (Лаш Таяпа шкулĕ), Ю.Рахмуллин (Яманчỹрелти сельхозхими) йышăнчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем пĕр ушкăнта старт илчĕç. Кунта кĕçĕн класра вĕренекен те, кăçал шкул пĕтерекен çамрăк та пулчĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче Ю.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), Н.Чернова (Лаш Таяпа), Т.Смирнова (Кĕçĕн Таяпа), арçын ачасен ушкăнĕнче А.Максимовпа В.Журавлев (Тутарстан, Лашчăпуçĕнчи шкул), П.Малов (Аслă Елчĕк) мала тухрĕç. Чупура мала тухнă йĕлтĕрçĕсене, аслă тата кĕçĕн çулсенчи спорт тусĕсене, спорт çемйисене Хисеп грамотисем, парнесем парса чыс турĕç.
Спорт уявĕнче культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç, суту-илỹ ĕçченĕсем вĕри чейпе, шашлăкпа сăйларĕç.