Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тупăшпа вĕçленĕ

 "Комбайн" ЯХПКра кооператив членĕсен пухăвĕнче хуçалăхăн 2012 çулта пурнăçланă ĕçĕ-хĕлĕпе кооператив ертỹçи Г.Федоров паллаштарнă.

Кооперативăн ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем пĕтĕмпе 1993 гектар лаптăк. Ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ çулталăкри тупăш 58224 пин тенкĕпе танлашнă. 100 гектар çĕр пуçне 160 центнер аш-какай, 1059 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр гектартан тухакан тĕш тырă тухăçĕ 31,4 центнерпа танлашнă.

Хуçалăхра ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 11823 тенкĕ пулнă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарни те тупăш илессинче пысăк пулăшу парать. Тăрăшса тата мал ĕмĕтпе ĕçлекен хуçалăхсене патшалăх та пулăшать. 2012 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен хуçалăха уйăрнă укçа-тенкĕ 6 миллион та 172 пин тенкĕпе танлашнă. Çавна май "Комбайн" ЯХПК çулталăка 14 миллион та 143 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Çитĕнỹ çăл куçĕ - ертỹçĕ ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынинче.

Пухура хуçалăхри ревизи комиссийĕн председателĕ Н.Семенов, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем, ытти специалистсем сăмах илнĕ, çулталăк тăршшĕнче пурнăçланă ĕç-хĕлпе, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова кооператив ăнăçлă аталанса пынине палăртнă.

Ял хуçалăх производствинче тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк кăтартусем тунă работниксене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе хавхалантарнă.



"Елчĕк Ен"
11 февраля 2013
00:00
Поделиться