Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çитĕнĕве пĕрле туптаççĕ .

Елчĕк районĕнчи йывăр атлетсен пĕрлештернĕ команди çамрăксем хушшинче Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртуран çĕнтерỹпе таврăннă.

Район штангисчĕсем республикăра яланах малтисен ретĕнче пулнă. Хальхинче те пирĕн çамрăксем ытти командăсенчен пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Хĕрсен команди те, арçын ачасен команди те кубоксене тата 1-мĕш степень дипломсене çĕнсе илчĕç. Паллах, ку çитĕнỹ пĕр ĕçчен тăрăшнипе анчах пулмасть. ДЮСШ тренерĕсем А.Убасевпа Н.Молоствов, Аслă Пăла Тимешри А.Портнов, Кивĕ Эйпеçри В.Марков, Патреккелĕнче О.Клементьев обществăлла тренерсем май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Иртнĕ ăмăртура Энтепери А.Марков - пĕрремĕш, Кавалти П.Андреева тата Д.Теллин пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Кивĕ Эйпеçри Л.Ильина виççĕмĕш. Питтĕпелĕнчи А.Перцев пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕсене Виталий Петрович Марков физкультура учителĕ пушă вăхăтра ăсталăх туптама пулăшать. Çĕнтерỹ тунă М.Портновăна унăн ашшĕ Александр Павлович Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕнче йывăр атлетика вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

Патреккел ялĕнче тĕрлĕ çулсенче Б.Клементьев тата В.Демьянов тренерсем тăрăшнă вăхăтра йывăр атлетика çỹлти шайра пулнă пулсан, юлашки çулсенче çамрăк штангистсем хатĕрлесси япăхнăччĕ. Хальхи вĕренỹ çулĕнче вара Раççей спорт мастерĕ О.Клементьев спорт секцине çĕнĕрен йĕркелесе ячĕ. Кунта çитес вăхăтра район тата республика шайĕнче атлетсем палăрасса шанса тăратпăр.

Николай Ефимович Молоствов тренер вара Курнавăшри А.Чугунов, Çĕнĕ Пăвари Е.Ертмакова, В.Зайцев тата Д.Зайцев спортсменсене призерсен шутне кĕме пулăшнă. Унăн воспитанникĕсем Мускаври тата Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищисенче вĕренеççĕ.

Елчĕк ялĕнче йывăр атлетикăна аталантарас енĕпе нумай çул А.Убасев аслă тренер тăрăшать. Район центрĕнчи спорт çуртне юлашки вăхăтра кỹршĕ Таяпа Энтри ялĕнчи çамрăксем те сукмак хыврĕç. Иртнĕ ăмăртура Елчĕкри А.Сайкин пĕрремĕш, В.Викторов виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ака уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиадине ирттерме палăртнă. Хамăр помост çинче кубок çĕнсе илессе шанса тăратпăр.

В.ДЕМЬЯНОВ, Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учителĕ.


"Елчĕк Ен"
11 февраля 2013
00:00
Поделиться