Асра юлакан тĕл пулусем
Хаклă хăнасем чи малтанах Тĕмер шкулне чарăнчĕç. Патшалăх Канашĕн вице-спикерне Анатолий Князева Тĕмер ялĕ питĕ çывăх. Унăн ашшĕ -Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ Пантелеймон Николаевич -1959-1961 çулсенче Тĕмерти ветеринари лечебницин заведующийĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра Анатолий Тĕмерте çуралнă. Князевсене ялта халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Çемье пуçĕ, пултаруллă ветврач ял çыннисене чирлĕ выльăх-чĕрлĕхе сыватассишĕн ырми-канми ĕçленипе палăрса юлнă.
Хаклă хăнасем чи малтанах шкулти историпе тăван тавралăх музейĕпе, шкул ачисен ал ĕç выставкипе паллашрĕç. Музее 30 çула яхăн каяллах, маларах шкул коллективне ертсе пынă Анатолий Солин пуçарнипе йĕркелесе янă. Вăл çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Хăнасем музей ĕçне пысăк хак пачĕç. Ыт ахальтен мар вĕрентекенсемпе шкул ачисен тĕл пулăвĕнче тăван чĕлхене, лайăх вĕренмеллине, тăван культурăна пĕлмеллине, упрамаллине палăртрĕç.
Анатолий Князев вĕренекенсемпе куçа-куçăн калаçнă май хăйĕн ачалăхне, вĕренỹ çулĕсене аса илчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çак кунсенче республикăра оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пынине аса илтерсе шкул ачисем спортăн хăш тĕсĕсемпе интересленнипе кăсăкланчĕ. Арçын ачасем пурте тенĕ пекех хоккейла выляççĕ иккен. Футбол, волейбол вăййисем, çăмăл атлетика, алă вăйĕ виçесси те шкулта анлă сарăлнă. Алă вăйĕ виçессипе çитĕннисемпе шкул ачисем хушшинче район чемпионĕсем кăна мар, республика чемпионĕсем, призерĕсем йышлă. Шкул ачисем хăна çарта пограничник пулнине пĕлсен унта камсене илнипе интересленчĕç. Анатолий Пантелеймонович çар службин тапхăрне аса илчĕ. "Ĕлĕкрех çар службинче тăнă каччăсене хисепленĕ, салтака кайманнисене арçын вырăнне хуман. Кашни çамрăкăн çара юрăхлă пулмалла, Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсен ретне тăмалла. Ун пек пултăр тесен ачаранах спортпа туслашмалла, вăй-хала çирĕплетмелле, телевизор, компьютер умĕнче сахалрах лармалла", -терĕ вăл. Çак сăмахсене алă çупса йышăнни ачасем унпа килĕшнине пĕлтерчĕ те.
Юхма Мишши писателе ачасем мĕн пĕчĕкрен пĕлеççĕ. Анчах паллă çыравçăна вĕсем пуçласа кураççĕ. Ахальтен мар пулĕ тĕл пулу вĕçленсен ăна ачасем чылайччен ямарĕç, ыйтусем пачĕç, автографсем илчĕç. Çыравçă вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнинчен те килчĕ пулас çакă. Калаçу вăхăтĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, поэчĕ, драматургĕ кĕнеке вуланин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ, "Нарспи" поэмăна мĕнле пĕлнипе интересленчĕ. Шкул ачисем поэмăн малтанхи сыпăкĕсене пĕр харăс вуласа парсан питĕ савăнчĕ, шкулти кашни ача, вĕрентекен валли "Нарспи" поэма илсе килнине пĕлтерчĕ. Анатолий Князевпа Юхма Мишши шкула чăваш çыравçисен 513 кĕнекине парнелерĕç. Шкул директорĕ Александр Муллин, тата ыттисем хăнасене ялпа, унăн çыннисемпе çыхăннă сăн ỹкерчĕксем, "Тĕмер чиркĕвĕ", "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" кĕнекесене асăнмалăх пачĕç.
Кăнтăрла иртсен хăнасем Лаш Таяпа шкулне çитрĕç. Тăван ялта Анатолий Князева тата чăваш халăх писательне Юхма Мишшине ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чăн чăваш тумĕсем тăхăннă вĕренекенсем чăваш юррисене янăратрĕç, Юхма Мишши хайлавĕсем тăрăх инсценировкăсем лартса пачĕç, сăвăсем каларĕç. Тăван халăх юрри-кĕвви чун-чĕрене çывăх, илĕртỹллĕ, хитре çав. Михаил Юхма çакăншăн чунтан савăннине пытармарĕ. 200 яхăн кĕнеке авторĕ чăваш литературин анинче, унăн культурине сарассишĕн çур ĕмĕр ытла çанă тавăрса, ывăннине туймасăр ĕçлет. Унăн романĕсем, повеçĕсем, пьесисем, юррисем, легендисем чăваш халăх историйĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă. Чăваш халăхĕн кун-çулĕ пуян, унăн тĕпчĕкĕсем пин çул каяллах этемлĕх историйĕнче çырăнса юлнă. Çыравçă халĕ чăвашсен пурнăçĕпе çыхăннă 12 кĕнекеллĕ романĕсен пуххин юлашки кĕнекисене çырать. Унăн сюжечĕ авалхи чăвашсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. "Пайтул" роман -вĕсенчен пĕри. Чăваш паттăрĕ пурнăçра чăн пулнă. Чăвашсен çак паттăрĕ, хăйĕн халĕчченхи тата малашне çырмалли ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ çыравçă.
Анатолий Князев -тăван ялшăн, унăн пуласлăхĕшĕн хыпса çунакан çынсенчен пĕри. Çакăн пек çынсем пур чухне чăвашлăх пĕтмест. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа, ытти хастарсемпе тăрăшнипе ялта çĕнĕ чиркỹ çĕкленет, пĕлтĕр Лаш Таяпа ялĕн юбилейне халалласа пысăк уяв йĕркеленĕ. Ял çумĕнче уяв ирттермелли, унăн кун-çулне сăнлакан "пĕчĕк ял" ỹссе ларнă. Ял праçникне чи малтанах кунта пурăнакансем валли, хăйсен нĕсĕлĕсене ан манччăр тесе йĕркеленĕ. Вăл вырăна сыхласа хăвармалла, пуянлатмалла, ялпа мăнаçланмалла, ăна аталантармалла, -çак шухăша палăртса каларĕ те Анатолий Пантелеймонович.
Ял аталанăвĕ ĕçлекен вăйпитти çынсем кунта пурăннинче. Хуçалăх арканнă тесе пуçа усса лармалла мар, ял хуçалăх çĕрĕсемпе пĕтĕмпех усă курмалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тумалла. Ку енĕпе ял хастарĕсем ĕçлеме палăртаççĕ, терĕ Анатолий Князев Юхма Мишшипе шкул библиотекине 550 чăваш кĕнеки парнеленĕ май.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый хăнасен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Вăл Юхма Мишши Раççейре кăна мар, тĕнчипе палăрнă çыравçă пулнине, унăн кĕнекисене 100 ытла чĕлхепе куçарса пичетленине, çĕр-шывăн, республикăн, тăванла халăхсен сумлă ячĕсене тивĕçнине, унăн общество ĕçĕнчи пултарулăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ. Сăн ỹкерчĕксенче: хăнасем Тĕмер шкулĕнчи музейпа паллашаççĕ; Юхма Мишши Лаш Таяпа шкулĕнчи вĕренекенсемпе. Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.