Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хваттерсене харпăрлăха илесси вĕçленет

 Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче хваттерсене приватизаци тума документсене пуш (март) уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн та йышăнаççĕ. Тĕп услови - БТИне заявленине 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен парса ĕлкĕрмелле.

Аса илтеретпĕр: хваттерсемпе пурăнмалли уйрăм çуртсене тлевсĕр приватизаци тумалли тапхăр 2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Çапах та БТИ çурчĕсенчи черет хăш-пĕрисем кая юлнине систерет.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Е.Карпеева пĕлтернĕ тăрăх, енчен те БТИ организацийĕсене 2013 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени парса ĕлкĕрсен эсир пурăнмалли çуртăн е хваттерĕн хуçи пулса тăма пулнине пĕлтерет. Екатерина Владимировна çакна палăртнă: "БТИн докуменчĕсене алла илсен Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине куçман пурлăха харпăрлăха куçарни çинчен свидетельство илме памалла. Пĕртен-пĕр услови - БТИне панă заявлени копине илсе килмелле".

Документсене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Шупашкарти тĕп аппаратĕнче 107-мĕш кабинетра тата районсенчи уйрăмсенче йышăнаççĕ. Çавăн пекех нумай функциллĕ центрсене е Кадастр палатин филиалĕсене те документсене илсе пыма майсем пур.



"Елчĕк Ен"
05 февраля 2013
00:00
Поделиться