Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Черетлĕ турнир

 Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче кашни кун вăйăсем иртеççĕ.

Хальхинче ял тăрăхĕн пуçлăхĕн В.Афанасьевăн пуçарăвĕпе черетлĕ турнирта районти аслă ушкăнри чи вăйлă командăсем тĕл пулнă. Площадка хуçисем Лаш Таяпа шкулĕн командинчен 5:0, Тĕмер шкулĕнчи хоккеистсенчен 5:2 шутсемпе выляса илнĕ. Турнира чи лайăх хоккеистсем Илья Уркин (Аслă Елчĕк), Николай Алексеев (Тĕмер) пулнине палăртнă.



"Елчĕк Ен"
02 февраля 2013
00:00
Поделиться