Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сăваплă ĕçе хутшăннă

Аслă Таяпара донор кунĕ иртнĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Светлана Скворцова палăртнă тăрăх - çак кун Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу, Каркалар ялĕсенче пурăнакан 60-а яхăн çын хăйсен ирĕкĕпе ыттисен сывлăхĕшĕн тăрăшса юн пама хутшăннă.

01Кĕçĕн Таяпари тĕрлĕ ỹсĕмри хĕрарăмсем юн пама харăсах 15 çын килсе çитнĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерици Валентина Головина пире вĕсемпе паллаштарчĕ. Акă, Алевтина Ивановăпа Лариса Ильина, Глафира Григорьевăпа Анна Петрова, Ольга Ермолаева темиçе çул çак пархатарлă ĕçе хутшăнаççĕ. Сăн ỹкерчĕкри Людмила Николаева пенсионерка вара çак сăваплă ĕçе хутшăнса хăйĕн ĕмĕрĕнче 39-мĕш хут юн парать.



"Елчĕк Ен"
31 января 2013
00:00
Поделиться