Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса

30-5

Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

30 января 2013, среда
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи Дмитрий Иудичпа Клавдия Павловна Сметанинсем çамрăклăх çулĕсенчен пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ «Слава» колхозра ĕçленĕ. Вĕсен туслă çемйинче виçĕ хĕрпе тăватă ывăл çитĕннĕ, çичĕ ачаран улттăшĕ хăйсен пурнăçне ашшĕ-амăшĕ пекех ял пурнăçне халалланă. Сметанинсен çемье династийĕн колхозри ĕç стажĕ 400 çултан иртет.

Дмитрий Иудичпа Клавдия Павловнăн иккĕмĕш ывăлĕ Владимир ялти шкулта вĕреннĕ чухнех офицер пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл аттестат илсенех 1955 çулхи утă уйăхĕнче Ленинграда килсе çитнĕ. Кунта патвар хул-çурăмлă чăваш каччи экзаменсене ăнăçлă тытса Ленинла комсомол ячĕллĕ аслă тинĕс-çар училищине вĕренме кĕрет. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă Владимир ăна лайăх паллăсемпе пĕтерет.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче В.Сметанин офицер - шыв ай кимĕ командирĕн аслă пулăшуçи. Вĕсен хăватлă çар карапĕ Атлантика тата Лăпкă океансен айккинче вырнаçнă вун-вун çĕр-шыв çыранĕн хĕррипе çÿренĕ. Кариб тинĕсĕ патнех çитнĕ. Владимир Дмитриевич Кубăра та темиçе хутчен пулнă. 1975-1978 çулсенче виççĕмĕш рангри капитан Сметанин - десант карапĕн командирĕ.

Чĕрĕк ĕмĕре яхăн хĕсметре пулнă хыççăн тинĕс офицерĕ çемйипе Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçса килет. Кунта Владимир Дмитриевич иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсемччен хулари шкул ачисемпе пионерсен керменĕнче судомоделистсен кружокне ертсе пырать, унтан троллейбус управленийĕнче гражданла оборона штабĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Шел те, хăй вăхăтĕнче Совет правительствин вунă орденĕпе медальне тивĕçнĕ отставкăри аслă офицер 1994 çулхи çурла уйăхĕнче йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Дмитрий Иудичпа Клавдия Павловнăн кĕçĕн ывăлĕ Петр 1951 çулхи кăрлач варринче çут тĕнчене килнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл Володя пиччĕшĕ пек вăйлă та хăюллă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Петĕрĕн ятарлă тренер пулман. Апла пулин те «Слава» колхоз ĕçченĕ ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе, кире пуканĕ тата штанга йăтассипе Елчĕк районĕн чемпионачĕсенче яланах малти вырăнсене йышăннă. 1977 çулта пĕрремĕш разрядлă спортсмен Петр Сметанин Вăрнар поселокĕнче иртнĕ республикăри çуллахи ял спорт вăййисен финалти ăмăртăвĕсенче 120 килограмлă штангăна кăкăр çинчен тĕртнĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 210 кг пухса çăмăл виçеллĕ атлетсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнса чемпион ятне çĕнсе илнĕ.

Нумаях пулмасть Лаш Таяпана Шупашкартан, тĕрлĕ районтан тата кÿршĕллĕ Тутарстанран 200 ытла спортсмен Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса ирттерекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма килсе çитрĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, çар тивĕçне Афганистанра пурнăçланисен Чăваш Енри «Доблесть» общество организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев тата ытти хăна ăшшăн саламларĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче абсолютлă чемпион ятне Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки Елизавета Еремеевăпа Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Николаев, спорт ветеранĕсен хушшинче Çĕнĕ Эйпеç ял старости, 73 çулти Геннадий Туманов çĕнсе илчĕç. Йĕлтĕрçĕсем хăйсем миçе çулта пулнине кура вунă ушкăнра вăй виçрĕç. Тĕрлĕ дистанцире Аслă Елчĕкри Юлия Адюковăпа Петр Малов, Кĕçĕн Таяпари Юлия Козловăпа Иван Головин, Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи шкул ачисем Дмитрий Николаевпа Кристина Петрова тата Шăмалак ялĕнчи Светлана Сергеева уйрăмах палăрчĕç.

Йĕлтĕрçĕсемпе кире пуканĕ йăтакансем ăмăртнă вăхăтра Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкулта вĕренекен, шашкăлла выляссипе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Даниил Леонидов Лаш Таяпа ялĕнчи çирĕм шашиста хирĕç пĕччен выляса сеанс ирттерчĕ. Вун пĕр çулти ăста шашист вĕсенчен пуринчен те выляса илчĕ, çапла вара кăсăклă матч 20:0 шутпа Д.Леонидов çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Петр СИДОРОВ



"Хыпар"
30 января 2013
00:00
Поделиться