Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕллев ăнăçлăн пурнăçланать

 

 

 

 "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Кивĕ Эйпеçĕнчи сысна фермин коллективĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлать. Çавна май кунта тăрăшакансен кăмăл-туйăмĕ те хавхалануллă.

Виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕнче сыснасен ỹт хушаслăхĕ нумай ỹснĕ. Урăхла каласан, пурĕ 1492 центнер, малтанхинчен 202 центнер ытларах сысна ашĕ туса илнĕ.Пурĕ 1877, малтанхинчен 482 çура ытларах алла илнĕ. Ветеринарипе санитари требованийĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа пынине кура вĕсене сыхласа хăварасси те нумай лайăхланнă. Çакăн пирки сăмах пуçартăмăр пулсан фермăра зооветеринари статусне ỹстернине те уйрăммăн палăртса каламалла. Сарăлакан чирсенчен асăрханса фермăна пырса кĕрекен пысăк хапха патĕнче дизбарьер тунă, территорие, пĕр çухрăм ытла та пулĕ, карта тытса çаврăннă, территорие кĕмесĕр выльăх тиемелли ятарлă площадка тунă.

Кунта амасене шайлашуллă рационпа тăрантарасси, вĕсене вăхăтра прививка тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлассинчи пĕтĕм яваплăха Николай Сусметов ферма заведующийĕ хăй çине илнĕ. Вăл опытлă ветеринар та. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Гурий Федоров Николай Сусметов ĕçĕпе питех те кăмăллă пулнине пĕлтерет.

Фермăра ĕçлекенсен тумтире улăштарса тăхăнмалли, пушă вăхăтра канмалли çуртра та килти пек тирпейлĕ, ăшă. Пỹлĕмсене ку чухнехи материалсемпе усă курса тĕплĕн юсанă, çĕнĕ алăксем лартнă. Кавалти ферма, Питтĕпелĕнчи бригада çурчĕсене те Кивĕ Эйпеçринчен кая мар хăтлăх кĕртнĕ.

Кивĕ Эйпеçри сысна ферминче тăрăшакан Людмила Соловьева, Татьяна Панкратова, Маргарита Шекерова, Геннадий Катмаков, Валентина Еремеева, Евгений Шекеров, Алена Гаврилова, Геннадий Авксентьев, Борис Катмаков, Ардалион Сусметов, Олеся Шекерова хăйсен кашни кунхи ĕçне хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурнăçланăран кăтартусем ỹссе пыраççĕ...

  




"Елчĕк Ен"
30 января 2013
00:00
Поделиться