Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăрăшуллă çамрăк

 

 

Пĕр çулталăк каялла лавкка уçма мехел çитернĕ Тỹскел ял çамрăкĕн Алексей Разумовăн хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслемелĕх вăхăт пулчĕ.

Лавкка меллĕ вырăнта - ял варринче вырнаçнăран унта халăх йышлăн çỹрет. Таварсен ассортименчĕ те пуян. Çăкăр-кулача куллен кỹрсе килеççĕ. Ял çыннисем ытларах "Прогресс" акционерсен хупă обществин хушма цехĕнче пĕçернĕ çăкăра кăмăллаççĕ. Çавна май Алексей Разумов предприниматель ялан тенĕ пекех лавккана унти продукцие кỹрсе килме тăрăшать.

Тăрăшуллă, ỹркенмен çамрăк халăхран сĕт те пухать. Сĕте туяннăшăн укçипе çийĕнчех татăлать.


 



"Елчĕк Ен"
30 января 2013
00:00
Поделиться