Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республикăра - пĕрремĕш

 

 

 

 

 

 

"Победа" ял хуçалăх предприятийĕнчи Анна Константинова чухлĕ сĕт сăвакан иртнĕ çул республикипе те урăх пулман. Вăл хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен 8006 килограмм! сĕт сунă.

Çĕрне-кунне пĕлмесĕр çăмăл мар ĕçре - выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем тепĕр чухне хăйсен шăпине ỹпкелешсе калаçнине те илтме тỹр килет. Анна Константинова вара пачах тепĕр майлă шутлать: 

- Пурнăçа çĕнĕрен пуçласан та доярка пулнă пулăттăм.Паллах, ĕçĕ ансат мар, явап тытмалли те нумай... Апла пулин те маншăн кунта пурте çывăх, сĕт шăрши те мĕн тери тутлăн туйăнать, - тет вăл.

Отчетлă тапхăрта "Победа" ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмпе 12326 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕне пуçне шутласан - 7084 килограмм, çак кăтарту та республикăра чи пысăкки.




"Елчĕк Ен"
30 января 2013
00:00
Поделиться