Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паттăрлăх урокĕ иртнĕ

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Ленингад блокадине татнăранпа 69 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта "900 кун тата çĕр" ятпа паттăрлăх урокĕ иртнĕ.

Шкулта истори предметне вĕрентекен А.Смирнов ачасене Аттелĕхĕн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсем çинчен каласа кăтартнă. Тĕрлĕ кăтартусем тăрăх Ленинград блокадинче 300 пин çынран пуçласа 1,5 миллион çын таран выçăпа вилнине палăртаççĕ.

Турханта пурăнакан Григорий Яковлев хулана блокадăран татма хутшăннă, "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медаль илме тивĕç пулнă. Ачасене çаксем пирки пĕлме питех те кăсăклă пулчĕ.



"Елчĕк Ен"
30 января 2013
00:00
Поделиться