"Хура списокран" асăрханар
Интернет çулсерен мар, кунсерен аталанса вăй илет. Унпа халĕ аслисем çеç мар, вĕтĕр-шакăр та çăмăллăн усă курать. Иккĕмĕшсем тĕнче серепинче вăл е ку информаципе паллашма çитĕннисенчен лайăхрах та пĕлеççĕ.
Паллах, саманапа тан утма компьютер питĕ кирлĕ. Вăл пулăшнипе шкул ачисем вĕренỹре усăллă информацисемпе ăнăçлăн усă кураççĕ. Çапах та хăш-пĕр информаци çул çитменнисемшĕн сиенлĕ пулма, вĕсен ăс-тăнне хавшатма пултараççĕ.
Экстремизмпа терроризма, суицида, педофилие аталантарма, наркомани е ытти усал чирсене сарма май паракан информацисемпе пуян сайтсене паян "хура списока" кĕртессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çак темăна массăллă информаци хатĕрĕсенче те анлăн çутатаççĕ.
Интернет "серепинчен" хăтăлма йывăр. Çамрăксене уйрăмах илĕртет вăл. Компьютер умĕнче вăрах вăхăт ларни ырă патне илсе çитермест. Çавăнпа та кĕçĕннисем мĕнле вăйăсем вылянине, хăш сайтсене кăмăлланине, компьютер умĕнче мĕн вăхăт ларнине аслисен тĕрĕслесех тăмалла.
Л.ЕГОРОВА, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.