Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ỹркенмен - ăста пулнă

Аслă Елчĕкри Владимир Смолин - ăста платник, столяр. Темиçе çул каяллах кил-çурт валли йывăçран алăксем, чỹречесем тата ытти кирлĕ япаласем ăсталать. Пĕр сăмахпа, ỹркенмен, теветкеллĕ çын.

Малтан вăл çак ĕçсене пурне те килĕнчи мастерскойра пурнăçланă. Заказсем нумайланса пынă май Владимир вырăнти ял хуçалăх кооперативĕнчи автомашинăсен гаражне арендăна илсе хăйĕн ĕçне малалла йĕркелесе янă. Ку чухне пĕччен анчах ĕлкĕрме çук, çавна май çынсене те тара тытма тивнĕ. Халĕ вара унта ĕç вĕресе çеç тăрать:Николай Катюковпа Илья Карлин,Николай Адюков лентăллă пилорамăпа тĕрлĕ виçеллĕ хăма-кашта çурса хатĕрлеççĕ. Тĕрлĕрен станоксем вырнаçтарнă цехсенче те ĕç шавĕ лăпланма пĕлмест: Виталий Немцев, Дмитрий Смолин, Владимир Долгов йывăçран тĕрлĕрен детальсем ăсталаççĕ, вĕсене пухса та хатĕрлеççĕ.

Вăрман касма та хăйсемех çỹреççĕ. Кỹрсе килнĕ йывăçа пилорамăра çурса кăларнă хыççăн хăйсем ăсталанă сушилкăсенче типĕтеççĕ. Владимир Смолин шухăш-кăмăлне ял çыннисем витĕр пĕлсе тăраççĕ - вăл мĕн тунипе анчах лăпланса ларакан çын мар. Палăртнă пекех, кĕçех кунта евровагонка та кăларма тытăнмалла. Хальхи вăхăтра шăпах çакăн валли кирлĕ оборудованисене вырнаçтарассипе тимлеççĕ.



"Елчĕк Ен"
30 января 2013
00:00
Поделиться