Çут çанталăка сыхлани - халăх сывлăхне упрани
Раççей Президенчĕ В.Путин 2013 çулта çĕр-шывра тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкĕ иртнине пĕлтернĕ. Экологи ыйтăвĕ хальхи вăхăтра чăннипех çивĕч.
Районта 2012 çулта та çут çанталăка упрас тĕлĕшпе тумалли ĕçсен планне туллин пурнăçлама тăрăшнă. Çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе йĕркелекен уйăхлăх, "Йывăç ларт тата ăна пăхса çитĕнтер", "Йывăçсем лартмалли наци кунĕ", "Экологи хăрушлăхĕнчен хỹтĕленмелли кунсем" акцисем йĕркелесе ирттернĕ. Çапла майпа район территорийĕнче пурĕ 15786 тĕп йывăç лартса хăварнă. Тавралăха илем кĕртес тĕлĕшĕпе Елчĕк, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче уйрăмах лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Асăннă ял тăрăхĕсенче çут çанталăкăн уйрăммăн сыхлакан территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйрăраççĕ.
Ял тăрăхĕсем экологи енĕпе ирттерекен республикăри смотр-конкурса та кашни çул хастар хутшăнаççĕ. "Чăваш Республикинчи чи тирпейлĕ ял" номинацире иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем "Йывăç ларт тата ăна пăхса çитĕнтер" акцие хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
Тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентес тĕлĕшĕпе Елчĕкри, вырăнсенчи библиотекăсенче те тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ, кĕнекесен выставкисене йĕркеленĕ. Районти шкулсенче вĕренекенсем республика, Раççей шайĕнчи экологи олимпиадисене, конференцисемпе конкурссене хутшăннă. Биоэкологи тата геоэкологи енĕпе иртнĕ республикăри наукăпа практика конференцийĕнче тĕрлĕ номинацисенче А.Гаврилова (Патреккел шкулĕ), А.Игнатьев (Лаш Таяпа шкулĕ), И.Иванова (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Йăлара усă курнă хытă каяшсене ятарлă свалкăна леçессишĕн яваплă "Стройэнергосервис" ОООра тăрăшакансем хăйсен ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ. Ял тăрăхĕсенче ирĕк илмесĕр уçнă 59 пĕчĕк свалкăна пĕтернĕ. Елчĕкри свалкăна производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене пурĕ 3376,53 кубла метр вырнаçтарнă. Апла пулин те Лаш Таяпа тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче çак ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пыман.
Усă курма юрăхсăра тухнă агрохимикатсемпе пестицидсене район территорийĕнчен илсе тухассипе те кирлĕ мероприятисене туса ирттернĕ. Ĕçлеме пăрахнă "Слава" ял хуçалăх предприятийĕнчен сывлăхшăн сиенлĕ 4,9 тонна каяш турттарса тухнă.
2002 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çирĕплетнĕ "Тăван тавралăха сыхласси çинчен" федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн юридика сăпатĕнче тăракан, çавăн пекех уйрăм çынсем çут çанталăка сиен кỹнĕшĕн 587019 тенкĕ укçа тỹленĕ. Ялсенче территорие тирпей-илем кĕртес йĕркене пăхăнман çынсен тĕлĕшĕпе 16 протокол çырнă, вĕсене 5700 тенкĕлĕх штраф панă.
Район администрацийĕнче тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕçсен планне туса хатĕрленĕ. Яланхи пекех "Йывăç ларт тата ăна пăхса çитĕнтер" акци малалла тăсăлĕ, "Вăрмана пушартан сыхлăр" Пĕтĕм Раççейри çут çанталăк сыхлавĕн акцине, "Чи лайăх эколог" конкурса хутшăнма, тĕрлĕрен конкурссем ирттерме хатĕрленетпĕр. Мероприятисен тĕп тĕллевĕ тăван тавралăха юратма, хисеплеме вĕрентесси пулĕ.