Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виççĕмĕш вырăна тухнă

Çĕнĕ Шупашкар хулинче 1993 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсен хушшинче штанга йăтас енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн район команди, Çĕнĕ Шупашкарсемпе Шупашкарсене ирттерсе ярса, виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Хăйсен виçисенче тата ỹсĕмĕсенче Е.Ермакова (Çĕнĕ Пăва), Л.Иноходова (Аслă Пăла Тимеш), Э.Миронов (Энтепе), А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш), К.Каринкин (Елчĕк) - пĕрремĕш, А.Перцев (Кивĕ Эйпеç), А.Сайкин, В.Викторов (Елчĕк) - иккĕмĕш, С.Грибов (Çĕнĕ Пăва), А.Никитин (Энтепе), А.Александров (Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Команда пухмачне Д.Зайцевпа В.Зайцев та (Çĕнĕ Пăва) паха очкосем панă.

Н.МОЛОСТВОВ.



"Елчĕк Ен"
24 января 2013
00:00
Поделиться