Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Снегоход" операци пуçланать

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕччен район территорийĕнче "Снегоход" профилактика операцийĕ иртет.

Вĕсем техника енчен мĕнле пулнине, усă курнă чухне çул-йĕр çỹремелли йĕркесене пăхăннине, çут çанталăка сиен кменнине, ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене асăрхаса тăнине тĕрĕслес енĕпе йĕркеленĕ операцине. Çавăн пекех снегоходсемпе усă курма ирĕк паракан, патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнине палăртакан документсем мĕнле шайра пулнине те тĕрĕслеççĕ.

Час-часах юр çийĕн çỹрекен техника ваннă е кивелнĕ пирки хуçасем ăна ĕçлеттерме пултараймаççĕ. Çавăнпа ку йышши техника хатĕрĕсене шутран кăлармалла.

Йĕркене пăхăнман хуçасене тивĕçлипе айăплаççĕ.

А.СОЛОВЬЕВ, Ростехнадзорăн районти инспекцийĕн ертỹçи



"Елчĕк Ен"
24 января 2013
00:00
Поделиться