Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç шайĕ ỹсет

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине кирлĕ пек йĕркелесе пыракан "Яманчурино" ОООра ĕç тухăçлăхĕ, кăтартусем кашни çул ỹссе пыраççĕ. Çавна май ял хуçалăх производствинче тăрăшакансен ĕç укçи те ỹсет.

2012 çулта, 2011 çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕнче пĕтĕмĕшле продукци туса илсе сутасси 10 процент ытла ỹснĕ. Тупăшăн ытларах пайĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен, тĕрĕсрех каласан, сĕт туса илнинчен пырса кĕнине шутласан, хальхи вăхăтра чи пысăк ĕç укçи те ĕне сăвакан операторсене тивĕçет. Çавна май хальхи вăхăтра ялти çыншăн фермăра ĕçлени сумлă, вĕсен пурнăç шайĕ те пысăкрах.



"Елчĕк Ен"
21 января 2013
00:00
Поделиться