Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăлсем пĕтсен протез кирлех

Шăлсем çын сывлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Аялти янах куçнине пула шăлсемпе çын тĕрлĕрен хытă апата вĕтетме пултарать. Çỹлти янах апата чăмласа çинĕ вăхăтра пĕр вырăнта тăрать. Кашни шăл хăй ĕçне пурнăçлать.

Малти шăлсем апата çыртса татса илеççĕ, вăрлисем çыртнă апата арман чулĕ пек вĕтетеççĕ.

Апата вăрах хушши чăмласа вĕтетни сĕлеке парĕсен ĕçне лайăхлатать. Апат çинĕ вăхăтра вар-хырăм та апата ирĕлтерме сĕткен çителĕклĕ кăларса хатĕрлет. Ку вăл тĕп нерв системи йĕркеленипе çапла пулса пырать.

Кариес тата парадонтоз чирĕсене пула шăлсем вăхăтсăр ỹксе пĕтни çын сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Шăлсем пулмасан апата организма кирлĕ пек чăмласа вĕтетме май çук.

Чăмласа вĕтетеймен тата сĕлекепе çителĕксĕр исленнĕ апат вар-хырăм ĕçне йывăрлатать. Çавăнпа та çинĕ апатран 1Ỹ3 пайĕ кăна усăллă вырăна каять. Шăлсем çук çынсен чăмласа вĕтетмен татăкĕсемпе пĕрле вар хуранне сывлăш лекет, çавна пула апат вар-хуранĕнче 12 сехет таранччен тăма пултарать. Хырăм ỹссе каять, кăкăр хĕртме тытăнать. Кайран вара тĕрлĕрен вар-хырăм чирĕсем пуçланса кайма пултараççĕ. Çакăн пек чирсенчен сыхланас тесен вăхăтра шăл протезĕсем ларттарма тăрăшмалла. Шăлсем апата чăмласа вĕтетме кăна мар, сăмахсене тĕрĕс калама та пулăшаççĕ, калаçнă чухне сурчăка та пĕрĕхтерме памаççĕ, çыннăн сăн-питне те илем кỹрсе тăраççĕ.

Малти шăлсем пулмасан тутасем малалла кĕрсе тăраççĕ, вăрлисем ỹксен çыннăн пичĕ пĕркеленет, шалалла кĕрсе тăрать, çынна илемсĕр кăтартать. Ун пек çынсем хăйсен шăлĕсем çуккине пула, сахалтарах калаçма, кулма тăрăшаççĕ. Шăлсене вăхăтра ларттарсан çак çитменлĕхсене веçех пĕтерме пулать. Шăл ларттарма тытăниччен çăвар ăш-чикне йĕркене кĕртмелле. Шăтнă шăлсем пулсан сиплемелле, тĕпĕсене кăларттармалла. Шăл тĕпĕсене кăларттариччен малтан врач-протезистпа канашлани те сиенлемĕ. Малти шăлсем пулсан, вĕсене сыхласа хăварма тăрăшмалла. Вĕсем çине тĕрлĕрен протез тума пулать.

Çавăн пекех шăлсем çинче чулсем пулсан, шăл ларттарма васкама кирлĕ мар. Малтан чулĕсене тасаттармалла, унтан шăл тунисене сиплемелле. Хăш чухне шăл лартиччен малтан тикĕс мар шăтнă шăлсене кăларттарнă хыççăн унăн тунисем тикĕс пулсан лартма та, хăнăхма та çăмăлтарах.

Протезсенчен хăрама кирлĕ мар, врачсен канашĕсене итлесен, вĕсене питĕ хăвăрт хăнăхма пулать.

Шăл протезĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕр шăлтан пуçласа юнашарах виççĕшĕ çук пулсан, илĕнмен протез тăваççĕ. Ăна юнашар шăлсем çине коронка тăхăнтартса лартаççĕ те цементпа çирĕплетеççĕ. Малти шăлсем пулмасан протеза сывă шăлсем тĕслех тĕрлĕ материалтан тума пулать. Айккинчи шăлсен протезне металпа керамикăран, ылтăнран е хромпа никель шăранчăкĕнчен тăваççĕ. Ăна çын питĕ хăвăрт хăнăхать, пурăна киле çăварта протез пурри çинчен пачах манса каять. Протезсене сывă шăлсене тасатнă пекех, шăл порошокĕпе е ятарлă пастăпа тасатмалла. Апат çимессеренех протезпа шăл туни хушшинчи апат юлашкисене лĕп шывпа чỹхесе тăкмалла, унсăрăн вĕсем çине те шăл чулĕсем ỹссе лараççĕ. Протезсемпе ытлашши хытă япаласем (мăйăр, шăмă т. ыт. те) кăшлама е катма юрамасть. Çăварта шăлсем сахалланса çитсен е вĕсем пачах пулмасан, илĕнекен протез лартаççĕ, ăна пластмассăран е ытти материалтан тăваççĕ. Хăш-пĕр çынсем кун пек протеза час хăнăхаймаççĕ. Малтан апат тути те çук пек туйăнать. Унашкал çынсене акă мĕнле канаш пама пулать: протезпа çывăрмалла, анчах ăна апат çинĕ хыççăн кашнинчех шывпа чỹхесе тасатмалла.

Анчах янах çумне çыпçăнса тăракан енне щеткăпа тасатма кирлĕ мар - протез аслăланса кайма пултарать. Ăна лĕп шывпа чỹхемелле, вĕрипе вăл юрăхсăра тухма пултарать.

Çывăрас умĕн протеза лайăх çуса тасатса, вĕретсе сивĕтнĕ шыв ăшне ярса лартмалла е çуса тасатса тата типĕтсе коробка ăшне хумалла. Протеза илсе хурсан çĕр каçа çăвар ăш-чикки лайăх канса çитет. Камăн протезĕ хăвăрт пушанать, вĕсене хывмасăр çывăрма та юрать.

Тăхăнас умĕн ăна каллех лĕп шывпа йĕпетмелле. Протезсене сода е марганцовка ирĕлчĕкĕпе икĕ-виçĕ кунта пĕрре чỹхесе тăрас пулать. Ку вăл шăршă кĕресрен аван тата куçа курăнман вĕтĕ шăтăксене кĕрсе тулнă микробсем те пĕтеççĕ.

Илĕнекеннисене 5-6 çултан улăштармалла. Нумай вăхăт хушши усă курсан вĕсем аслăланса каяççĕ, çийĕнсе пĕтеççĕ. Юрăхлă мар протез çăвар ăш-чиккине ыраттарса тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яма пултарать.

Протез ыраттарма пуçласан, катăлсан е пĕр шăлĕ хуçăлса ỹксен, çийĕнчех стоматолог-ортопеда кăтартмалла. 


"Елчĕк Ен"
19 января 2013
00:00
Поделиться