Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пурăннă пулсан..."

(Чăвашсен паллă поэчĕ, критикĕ Кели Кĕркурийĕ вилнĕренпе 82 çул çитнĕ май)

"Анатри чăвашсем урамсене тĕп ят çумне "кас" сăмах хушса палăртнă. Çирĕклĕ юхан шывĕн сылтăм енче вырнаçнă аялти урама эпĕ астăвассах "Анат кас" (Г.Кели урамĕ) теççĕ", - тесе палăртнă хăйĕн 2012 çулта пичетленсе тухнă "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" кĕнекинче "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ, Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Васильевич Алексеев. Çак сăмахсемпе вăл ял-йыш кунта çуралнă чаплă ентешне - чăвашсен паллă поэтне, критикне Кели Кĕркурине (Григорий Иванович Кузнецова) манманнине тепĕр хут çирĕплетсе парасшăн пулнă. Кĕнекере автор тăван ял историне, унăн пурнăçне, çыннисене, тавралăхне тĕплĕн çутатса пама тăрăшнă. Паллă ентешĕн пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне вăл "Ман чĕре ял çинчех" сыпăкра май пулнă таран туллирех уçса пама тăрăшать. Çак сыпăкăн эпиграфĕ вырăнне вăл Кели Кĕркурийĕн тăван ял çинчен çырнă сăввин пуçламăшне илнĕ: "Ман чĕре ял çинчех, пуçăм çеç хулара - килĕ кун вĕсене пĕр пулмашкăн", - тенĕ поэт. Николай Алексеев çак сăмахсемпе хавхаланса тăван ялĕ çинчен çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕ акă. Ку енĕпе вăл тата та ĕçлет, "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" кĕнекен иккĕмĕш пайне хатĕрлет.

Пĕрремĕш кĕнекере 34 сыпăк. Çỹлерех асăннисĕр пуçне вĕсен хушшинче "Ял пуçламăшĕ", "Пурнăç шайĕ, йăла-йĕрке", "Çĕнĕ ĕçе хăнăхни", "Салтак çăкăрĕ йỹçĕ", "Патша влаçне хирĕç", "Совет влаçĕн малтанхи çулĕсем", "Граждан вăрçин çулĕсем", "Выçлăх çулĕсем", "Колхозсем пуçланас умĕнхи тапхăр", "Коллективизаци", "Саккун саламачĕ вирлĕ", "Асран кайми ятсем", "Сапожниковсем", "Акатуйсем" тата ытти ятлисем. Ячĕсем хăйсемех сыпăксем ялти тĕрлĕ событисене çутатни пирки калаççĕ. Вĕсенчен "Ман чĕре ял çинчех" сыпăк маншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен кĕнекере палăртнă Кели Кĕркурийĕ манăн иккĕмĕш сыпăкри тăван пулать-çке, атте аппăшĕн, Мария Васильевнăн ывăлĕ вăл. Çавна май Григорий Кузнецов (Кели) пирки те сахал мар пĕлетĕп. Çавах та Николай Алексеев ĕçĕ чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Çĕнни, эпĕ пĕлменни туллиех иккен кунта. Автор поэт-ентешĕ çинчен питĕ нумай материал пуçтарни, чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев, П.Ялгир поэт, И.Кузнецов историк, писатель, В.Долгов çыравçă-критик ĕçĕсемпе усă курни, хăй те сахал мар шырани, ваттисемпе нумай курса калаçни палăрать сыпăкран. Аяларах сире Н.Алексеев тĕпчевĕпе кăштах паллаштарасшăн: "Григорий Иванович Кузнецов-Кели 1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Тĕмерте çуралнă. Унăн ашшĕ - Иван Герасимович Кузнецов - тимĕрçĕ çемйинчен тухнă... - тесе паллаштарать ентешĕпе автор. - Унăн мăшăрĕ - Мария Васильевна - Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турхан ялĕнчен. Мария пиччĕшĕсем - Якку, Хĕветĕр, Энтри Васильевсем, чиркỹре, шкулта ĕçленĕ, поэтсем, публицистсем пулнă. Поэтăн (Кели Кĕркурийĕн, Е.Т.) амăшĕ халăх сăмахлăхне лайăх пĕлнĕ, ашшĕ те çамрăклах литература ĕçĕпе кăсăкланнă. Çаксем пурте каярахпа çамрăк Кĕркурине литература çулĕ çине илсе тухнă пулас", - тет автор малалла. Унтан вăл Кели ялти шкултан, Хапăсри иккĕмĕш сыпăкри шкултан, Чурашри (Етĕрне районĕ) учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухни, 1920-1923 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулни, каярахпа Татчекан комендант уйрăмĕнче, Шупашкарта Чăваш автономи облаçĕн Чрезвычайлă Комитетĕнче, Патăрьел уесĕнче милици уйрăмĕнче ĕçлени, 1924 çулта Чăваш рабфакне вĕренме кĕни пирки асăнать. Рабфакра вĕреннĕ чухне, çуллахи каникул вăхăтĕнче, Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта, хăйĕн юлташĕ - Василий Долгов ялĕнче - вулав çурчĕн пуçлăхĕнче ĕçлени çинче чарăнса тăрать.

"Поэт, критик пултарулăхне вăл Ленинград университетĕнчи истори, литературăпа чĕлхе, архив ĕçĕсен факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтра уйрăмах çỹлти пусăма çĕкленĕ. Сăвăсем, статьясем çырнипе пĕрлех Кели Чăвашра архив ĕçне аталантарассипе ĕçленĕ. Ленинградра вĕреннĕ чухне, çуллахи каникул вăхăтĕнче темиçе уйăх Шупашкарти архивра кивĕ хутсене йĕркене кĕртессипе пуç çĕклемесĕр вăй хунă. Питĕ шел, пултаруллă çамрăк хунавлах хăрнă, вилнĕ çул Ленинград университечĕн юлашки курсĕнче вĕреннĕ. Пурăннă пулсан тăван халăхшăн, Чăваш литературишĕн мĕн чухлĕ ĕç туса хăварма пултарнă вăл", - тесе вĕçлет автор поэт-ентешне халалланă сыпăка.

Г.Кузнецов-Кели поэт пултарулăхне тĕпчекенсем, çав шутра Николай Алексеев та Кели пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Çеçпĕл Мишшинни евĕр пулнине палăртаççĕ. Кĕнеке авторĕ çав пĕр пек- лĕхĕсенчен пĕрне иккĕшĕ те ЧКра ĕçленипе çыхăнтарать. Çавăнпа пĕрлех иккĕшĕ те чăваш литературине силлабика-тоника меслетне кĕртессишĕн тăрăшнине асăнать. Пĕр пеклĕх сăвă çырассинче те, унăн тематикинче те курăннине палăртать. Келин сăввисенчен пĕрне Çеçпĕл Мишшин "Кăвар чĕре" сăввипе танлаштарса кăтартать:

Кашни хăй ĕçĕпе, анчах пĕр ĕç çинчех.

Çĕн пурнăçшăн мельюнлă çар ĕçлет.

Çак аслă ĕç çинчи пин халăх сассинче,

 Ман хамăн пурăнăç сасси те илтĕнет (Кели Кĕркурийĕ).

ăвар чĕрем - пин çын чĕри.

Эс пĕр çын мар, эп хам пин-пин.

 Эп - пин чăваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри - пин çын юрри. (Çеçпĕл Мишши).

"1920 çултах Çеçпĕл Мишши "Сăвă çырассипе ударени правилисем" статьяра чăвашла та сăвăсене силлабика-тоника виçипе çырма май пуррине ĕнентерỹллĕн кăтартса панă, хăй те çĕнĕ виçесемпе сăвăсем çырса хăварнă. Анчах Çеçпĕл Мишши вилнĕ хыççăн икĕ тата виçĕ сыпăклă сăвă виçисемпе чăвашла çыракан поэтсем пулманпа пĕрех. Революциччен сас панă поэтсем те, ун хыççăн литература каçалăкĕ çине тăнă сăвăçсем те силлабика мелĕпех усă курнă. Кузнецов-Кели силлабика-тоника виçисемпе чăваш чĕлхинче çырма пултарнине тепĕр хут аса илтернĕ. Вăл классикăлла меслетсемпе çеç усă курнă", - палăртать Н.Алексеев, çапла вара вулакана Кели Çеçпĕл Мишшинчен вĕренсе пынă текен шухăш патне илсе пырать. Анчах çаплах-ши вăл? Чăнах та, Çеçпĕл пекех Кели силлабика-тоника виçипе усă курни сăвăсене витĕмлĕрех, чĕнỹллĕрех, янăравлăрах тума пулăшнине палăртать. Чăваш литературинче сăвă çырмалли çĕнĕ виçесене çирĕплетсе хăварас тĕллевпе вăл çав вăхăтра тухса тăнă хаçатсемпе журналсенче "Поэзи формисем çинчен", "Сăвăсене мĕнле çырмалла?", "Чăваш поэзин формисем çинченех" тата ытти статьясем пичетлесе кăларнă, пухусенче нумай хутчен тухса каланă. Анчах çак шухăш патне пыма Келие Çеçпĕл Мишши мар, урăх çын та хавхалантарма пултарнă. Унăн куккăшĕ, Турхан Энтри (1888-1972 ç.ç.) силлабика-тоника виçипе 1905 çулта, хăй вун çиччĕре чухнех çырма пуçланине шута илмелле кунта. Сăвă çырасси пирки статьясем те патша вăхăтĕнчех çырнă, вĕсене "Хыпар" хаçатра пичетленĕ. Турхан Энтри аппăшĕн килĕнче тăтăшах пулнă. Кĕркурирен вун виçĕ çул çеç аслăрах пулнăскер, унпа сăвă çырасси пирки калаçнах ĕнтĕ. Сăвă çырма Кĕркури шăпах куккăшĕн витĕмĕпе тытăннă теме майсем те пур. Çеçпĕл Мишши хавхалантарнă текен шухăш вара иккĕленỹллĕ. Чи малтанах, вĕсен хушши çулталăк çеç. Кели Çеçпĕлпе пĕр вăхăтрах çырма пуçланă темелле, çапла вара пĕр-пĕринчен вĕренме пултарнă-ши вĕсем?

Кели Кĕркури çинчен калакан сыпăк умĕн кĕнекере "Пирвайхи учительсенчен пĕри" ятлă сыпăка вырнаçтарнă. Сăмах кунта Кели ашшĕ, Иван Герасимович Кузнецов пирки пырать. "И.Г.Кузнецов кун-çулĕ çинчен ваттисем каласа хăварнисем те çук, документсем те питĕ сахал", - тесе палăртать автор сыпăк пуçламăшĕнче, анчах 1901 çулта Хусанти вак халăхсен учительсен семинарийĕ çумĕнче педагогика курсĕнчен вĕренсе тухнă, 1918 çултанпа большевиксен партине кĕнĕ ентешĕн кун-çулне самаях уçса парать. 1914 çулччен Хусан кĕпĕрнине кĕрекен тĕрлĕ ялсенче учительте ĕçленĕ иккен Иван Герасимович, пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче лазаретра аслă надзиратель пулнă, партие кĕнĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте ответлă вырăнсенче ĕçленĕ. 20-мĕш çулсен вĕçĕнче Иван Герасимович Самар тăрăхне куçса кайнă, чăваш хаçачĕсенче ĕçленĕ, чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче "Сенĕк" псевдонимпа статьясем, кулăшла калавсем, сăвăсем пичетленĕ. Пысăках мар икĕ кĕнеке кăларнă. 1941 çулта вилнĕ.

"Çемье пуçĕ тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе çỹренĕ пулсан, мăшăрĕ - Мария Васильевна - ачасемпе яланах Тĕмерте пурăннă, вĕсене вĕрентсе ỹстернĕ. Вăл юмах-халап, сăвă-такмак ăсти, ырă кăмăллă, лăпкă хĕрарăм пулнă. Çавăнпах ачисем пурте аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ", - тесе палăртнă автор сыпăкра.

Чăннипех те пысăк ĕç тунă Николай Васильевич ентеш-поэт пурнăçне тĕпчесе. Чылай çĕнĕлĕхсем тупса палăртнă вăл тĕпчевĕнче. Мария Васильевнăна (1878-1965 ç.ç.) - аттен аппăшне - эпĕ лайăх астăватăп. Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче пирĕн патăмăрта, Тĕмертен 4 çухрăмри Турханта хĕл каçатчĕ вăл, пире, пĕчĕкскерсене пăхатчĕ. Вăл каласа панă юмах-халапсем, сăвăсемпе юптарусем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Çавсемех 6 çултах пирвайхи ачалла сăвăсене çырма хавхалантарнă пулĕ мана.

Шкула та каймастăмччĕ çав сăвăсен тетрадьне аттене, Мария Васильевна шăллĕне, кăтартнă вăхăтра. Вăл вара сăвăсене хакламарĕ, çырма чарчĕ. Ачаллах сăвă-хайлавсем çырма пуçланăскерĕн, хайлавсемшĕн нуша тỹсме тивнĕскерĕн ачисене те çав шăпа лекесрен хăранă ĕнтĕ. Мария Васильевна эпĕ астăвасса пысăках мар пỹллĕ, пĕркеленсе пĕтнĕ питлĕ, хăрах куçлă, çулĕсемпе 80 çула çитсе пыракан карчăкчĕ. Ывăлĕ, Кĕркури, 1931 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче шартлама сивĕре вилни, ун хыççăн хаçат-журналсем, кĕнекесем, çырса тултарнă тетрадьсем нумай юлни, вĕсен чылай пайне вăл сивĕре кăмака хутма усă курнă пирки хурланса каласа панине астăватăп. Кели амăшĕ хăçан та пулин сассине хăпартнине астумастăп, анчах лăпкă каланисем те кайран манăçмастчĕç. Пурнăçĕнче питĕ нумай нуша чăтса ирттернĕ пулин те çакăн çинчен нихăçан та асăнман вăл. Упăшки унпа сахал пурăнни, арăмĕпе, ачисемпе тỹрккес пулни, каярах карчăка мăнукĕсем нуша кăтартни пирки аслисем хăйсем хушшинче калаçнинчен астуса юлнă. Атте ырласа калаçмастчĕ темшĕн Иван Герасимович пирки, вăл ялта, кỹршĕ ялсенче псаломщикра ĕçлени пирки асăнатчĕ. Учительте ĕçлени пирки илтмен. Аппăшне тăтăш кỹрентернине курса тăнăран кăра çиллĕ йыснăшне кăмăлламан ахăр.

Тĕмер ялĕнчи кашни паллă çыннах кĕртме тăрăшнă Николай Алексеев. Ялăн историне тĕпчесе патша вăхăтĕнче вăрçăсенче, кулленхи пурнăçра палăрнă çынсен ячĕсене асăннă кĕнекере. Кунта 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче сăлтавсăр айăпланă, кайран реабилитациленĕ Козловсен, Александровсен, Солинсен çемйисем, сăлтавсăр инкек тỹснĕ ытти çынсен шăпине уçса паракан сыпăксем пур. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче офицера тухса патша çарĕнче, Колчак çарĕнче пулнă штабс-капитан, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата ун хыççăн чылай вăхăт Канашра универбаза директорĕнче те ĕçленĕ Василий Семенович Козлов шăпи уйрăмах кăсăклă. Малаллахи çулсенче пурăннă ĕç, вăрçă паттăрĕсем çинчен те анлăн çырса кăтартнă автор. Ял пурнăçĕнчи паллă тапхăрсем çинчен калакан сăн ỹкерчĕксем, чаплă çынсен сăнĕсем кĕнекене илем кỹреççĕ.

Каланăччĕ ĕнтĕ, Тĕмер ялĕн историйĕпе автор малалла ĕçлет. "Тĕмер ялĕ тата унти çыннисем" кĕнекен иккĕмĕш сыпăкĕ тата ăнăçлăрах, интереслĕрех пуласса шанатпăр, автора унăн пархатарлă ĕçĕнче ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Евгений ТУРХАН, Чăваш халăх ăсчахĕ, Тутарстан писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Хусанта тухса тăракан чăваш хаçачĕ - "Сувар" çумĕнчи "Сунтал" литпĕрлешỹ ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
19 января 2013
00:00
Поделиться