Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район команди - иккĕмĕш

Тăвай районĕнче "Информ-медиа" агентствăн генеральнăй директорĕ Э.Н.Максимов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекен шкул ачисен уçă чемпионачĕ иртрĕ.

Унта Тăвай, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Тутарстанри Çĕпрел районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар хулин командисем хутшăнчĕç. Пирĕн район чысне Аслă Елчĕксем хỹтĕлерĕç. 55 кг виçере Евгений Теньков, 60 кг таякан атлетсенчен Илья Чернов, 75 кг спортсменсем хушшинче Петр Малов - пĕрремĕш, 68 кг виçере Максим Свиягин иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Очкосене пĕтĕмлетнĕ хыççăн пирĕн кĕрешỹçĕсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, кубок çĕнсе илчĕç. Г.АДЮКОВ.



"Елчĕк Ен"
16 января 2013
00:00
Поделиться