Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлетпĕр

2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратурине туса хунăранпа 291 çул çитрĕ. Уяв умĕн Елчĕк район прокуратури иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Граждансене хỹтлĕхпе тивĕçтересси, патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. 2012 çулта прокуратура ĕçченĕсем саккуна пăснă 900 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен саккунпа килĕшсе тăман право акчĕсене хирĕçлесе 67 протест, граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлесе 468 тавăç (2 миллион тенкĕлĕх) тăратнă. Суд тавăçсене пăхса тухса тивĕçтернĕ, йĕркене пăхăнман организацисемпе предприятисен, учрежденисен, патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисене асăрхаттарса 279 представлени тăратнă. Çавăн пекех должноçри 249 çынна дисциплина, 8-шне пурлăх тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, прокурор йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 60 çынна административлă майпа айăпланă, прокуратура тĕрĕслевĕпе 4 уголовнăй ĕç пуçарнă. Район прокуратури коррупцие хирĕç кĕрешесси, патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевĕсем ирттернĕ чух предпринимательсен ирĕкĕсене хỹтĕлесси, çут çанталăк саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслесси çине пысăк тимлĕх уйăрать, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх сферинчи, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çĕрпе усă курнă, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçланă чух саккунлăха мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăрать. Иртнĕ çул коррупцие хирĕç кĕрешес сферăра йĕркене пăхăнман 20 ытла тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсене пĕтерме хушса 20 çынна асăрхаттарнă, бюджета кỹнĕ сиене саплаштарма суда 11 тавăç (500 пин тенкĕ ытларах) тăратнă. Прокурор йышăнăвĕпе должноçри 1 çынна административлă майпа явап тыттарнă, прокурор тĕрĕслевĕпе коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунăшăн 1 айăпçă тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Пĕлтĕр çавăн пекех ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнман 461 тĕслĕх тупса палăртнă, 383 тавăç заявленийĕ (1,8 миллион тенкĕлĕх) тăратнă, 42 ертỹçĕне асăрхаттарнă, должноçри 35 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, 18-шне административлă майпа айăпланă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурт-йĕр прависене хỹтĕленĕ май йĕркене пăснă 21 тĕслĕх тупса палăртнă, 12 представлени тăратнă, должноçри 7 çынна административлă майпа айăпланă. Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕллевпе йышăннă саккунсем туллин пурнăçланса пынине те çирĕп тĕрĕслетпĕр. Ку енĕпе иртнĕ çул йĕркене пăхăнман 124 тĕслĕх тупса палăртнă. Прокуратура ĕçченĕсем çавăн пекех саккуна пăхăнман ытти чылай тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Ĕçе уççăнлăх кĕртес, халăха саккунсемпе паллаштарас тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çак тĕллевпех Елчĕк районĕн тата ял тăрăхĕсен сайчĕсенче уйрăм рубрикăсем уçăлнă. Сайтсем тата "Елчĕк ен" хаçат урлă тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштаратпăр, çавăн пекех Чăваш телевиденийĕпе тата Чăваш наци радиовĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Прокуратура ĕçченĕсем тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăраççĕ. Прокуратура сотрудникĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕпе чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, телей те ырăлăх сунатăп. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем служба тивĕçĕсене малашне те чыслăн пурнăçласса шанса тăратăп. В.НИКОЛАЕВ, район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ.

 

 

 



"Елчĕк Ен"
14 января 2013
00:00
Поделиться