Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çар çыннине асăнса

Çар çыннине асăнса

Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсенче Аслă Пăла Тимешри спорт залĕнче Алексей Иванович Михайловские асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Çĕр-шывĕпех хастар ĕçпе палăрнă Социализмла Ĕç Геройĕн Иван Алексеевич Михайловскин виçĕ ывăл çитĕннĕ. Иккĕшĕ - Алексей Иванович тата Василий Иванович çĕр-шыва сыхлас çар службине суйласа илнĕ. Анчах Алексей Иванович Михайловский майор 30 çултах пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайнă. Пурăннă пулсан вăл кăçал 45 çул тултармаллаччĕ. Ял-йыш, шăллĕсем ăна манмаççĕ. Унăн ячĕпе ирттерекен футбол турнирĕ йĕркелени те çакна çирĕплетет. Кăçалхи турнира Аслă Пăла Тимешĕнчи 5 команда хутшăнчĕ. Ăмăрту спорт залĕнче кунĕпех пычĕ. Çивĕч кĕрешỹре "Янтиково" команда çĕнтерчĕ. Алексей Ивановичăн шăллĕсем пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсене, класс руководительне О.А.Ивановăна, ял-йыша ăмăрту йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăваççĕ. А.НИКОЛАЕВ.

 



"Елчĕк Ен"
14 января 2013
00:00
Поделиться