"Раштав çăлтăрĕ" ялкăшнă
Раштав уявĕнче районти ачасен искусство шкулĕнче вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсен фестивалĕ иртнĕ. 6 ялти ачасем хутшăннă унта. Елчĕкри, Тĕмерти, Лаш Таяпари, Аслă Пăла Тимешри, Аслă Елчĕкри, Курнавăшри чиркỹсем çумĕнче йĕркеленĕ вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пухăннисене уйрăмах Лаш Таяпари, Аслă Елчĕкри чиркỹсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсенчи ачасен пултарулăхĕ тĕлĕнтернĕ.
"Елчĕк Ен"