«Камбрэ» савăнтарать, тĕлĕнтерет
Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи "Камбрэ" ташă ушкăнĕ "Грация" фестиваль-конкурса хутшăнса кăçалхипе виççĕмĕш хут Гран-при çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Диана Турхан пултаруллă ачасене тупса палăртас тата вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ялти культура çурчĕ çумĕнче ташă ушкăнĕ йĕркелесе янă. Ташлама юратакан хĕр ачасемпе арçын ачасен йышĕ çулсерен ỹссех пырать. Хальхи вăхăтра пĕр-пĕрне курса хавхаланнă 40 вĕренекен ялти культура çуртне ташлама çỹрет. Кунта вĕсене яланах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: "Камбрэ" ташă ушкăнĕ.
"Елчĕк Ен"