Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача пособийĕсем ỹсеççĕ

Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ача пособийĕсем ỹсеççĕ. Пепке çуралсан пĕр хутчен паракан пособи виçи 13087,61 тенкĕпе, ача çулталăк çурă тултариччен кашни уйăхра параканни (пĕрремĕш ачашăн) - 2453,93 тенкĕпе, иккĕмĕшпе ун хыççăнхи ачасемшĕн параканни 4907,85 тенкĕпе танлашать. Çие юлнă хĕрарăмсем малтанхи эрнесенче медицина учрежденийĕсенче учета тăрсан 490,79 тенкĕ илеççĕ. Çар службинче тăракансен ача кĕтекен арăмĕсене пĕр хутчен паракан пособи - 20725,60 тенкĕ, вĕсен ачисене уйăхсерен параканни вара 8882,40 тенкĕ пулать.


"Елчĕк Ен"
10 января 2013
00:00
Поделиться