Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслă коллективра ĕç ăнать

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн туслă коллективне Лариса Игнатьева ертсе пырать. Ялта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме кунта хальхи пурнăç шайĕпе килĕшсе тăракан мĕн пур услови çителĕклĕ. Хăйсен ĕçне чунтан парăнса тимлекен Светлана Канжелева, Вера Кузьмина, Зинаида Арефьева почтальонкăсем - ял çыннисен куллен чăтăмсăррăн кĕтекен çыннисем. Вĕсем Лаш Таяпапа Çĕнĕ Эйпеçре, Адиковăпа Пикшикре пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси укçипе тивĕçтернисĕр пуçне кирлĕ таварсене те ватăсен килĕсене çитерсех параççĕ. Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче ĕç кăтартăвĕсем çулсерен ỹссе пыраççĕ. Коллектив пĕрлехи вăйпа тăрăшнин тивлетне пула кунта малтанхипе танлаштарсан хаçат-журнал сарассипе те, çынсене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерессипе те курăмлă ĕçлеççĕ. Сăмах май, уйрăмах пирĕн хаçата - "Елчĕк ене" çырăнтарассипе тĕслĕхлĕ ĕçлекен Вера Кузьмина почтальонкан раштавăн 31-мĕшĕнче çуралнă кунĕ. Çавна май хаçат редакцийĕн коллективĕ Вера Николаевнăна пурнăçри паллă кун ячĕпе саламлать. Çирĕп сывлăх, телей, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунать.


"Елчĕк Ен"
29 декабря 2012
00:00
Поделиться