Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял хавалĕ иксĕлмест

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
 Иртнĕ шăмат кун Тĕмер ялĕнче пурăнакансемшĕн икĕ паллă пулăмпа асра юлать. Çак кун ялта стандартлă хоккей площадкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, культура çуртне çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма тытăннине паллă турĕç. Тĕмер ялĕнче шкул ачисем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче хоккейла выляма пуçларĕç. Çирĕклĕ юхан шывĕнчи, кỹлĕри пăра тасатса хăйсемех площадка тăватчĕç, командăсем йĕркелесе пĕр-пĕринпе вылятчĕç. 1970 çулта вĕренекенсем "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн районти ăмăртăва пуçласа хутшăнни те асрах-ха. 1972 çулта шкул директорĕ Семен Ильич Данилов тăрăшнипе кивĕ шкулпа (хальхи машинăпа трактор паркĕн вырăнĕ) юнашар районти чи малтисен йышĕнче хăмаран çапса ятарлă площадка та тунăччĕ. Унта выляма таврари ялсенчен те шкул ачисен, çитĕннисен командисем килетчĕç. Директор урăх района ĕçлеме куçсан хоккей площадки юхăнчĕ, юлашкинчен хăмисене салатса пĕтерчĕç. Апла пулин те шкул ачисем кỹлĕри пăр çинче выляма пăрахмарĕç. Унта вылясах районти ăмăртусене хутшăнчĕç, пысăк çитĕнỹсем турĕç. Шкул ачисен тĕрлĕ ỹсĕмри командисем юлашки 40 çул хушшинче кашни çул тенĕ пекех çĕнтерỹçĕсем е призерсем пулнă. Икĕ хутчен республикăри турнирта çĕнтернĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Лаш Таяпа шкулĕн командин йышĕнче тĕмерсем "Ылтăн шайба" клубăн Пĕтĕм Раççейри финалти турнирне те хутшăннăччĕ. Тен, çавăнпа та Тĕмерте кăçал стандартлă хоккей площадки тума тытăнчĕç те кĕске вăхăтра çак ĕçе вĕçлерĕç. Паллах, хоккей площадки хута янипех вулакана тĕлĕнтереймĕн. Анчах паянхи кун, никамăн та ытлашши укçа çук саманара, ĕçе нимелле пурнăçлани паха. Тĕмерсем çавăн пек тунă та. Акă, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Сергей Муллин хăйĕн ашшĕ çуралса ỹснĕ ялĕнче площадкăна йĕри-тавра тытса çавăрма финсен фанерне йỹнĕ хакпах сутнă. Леонид Матросов металл конструкцийĕсем килсе панă. Бронислав Солин хоккеистсене хывăнса тăхăнмалли ятарлă будкăна Шупашкартан кỹрсе килнĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕпе "Труд" ЯХПК правленийĕ площадка валли çĕре тикĕслеме техникăпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, электричество юписемпе, каçхине çутатса тăмалли хатĕрсемпе, строительство материалĕсемпе, ытти хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Хоккей площадки тăвас ĕçе йĕркелесе пынă хастарсем - Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн ертỹçи Леонид Кошкин, ялти шкул директорĕ Александр Муллин, Красноармейски районĕн прокурорĕнче ĕçлекен Николай Муллин, Елчĕкри полици пайĕн аслă офицерĕ Сергей Солин хоккей площадки тунă çĕрте тăрăшса ĕçленĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă Валерий Уткина, Петр Никитина, Владимир Аверкина, Василий Уткина, Валерий Солина, Николай Денисова, Виссарион Маркова, Александр Кириллова, ялти ытти чылай çынна ырăпа аса илчĕç. Хоккей площадкине тума ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов та пысăк пулăшу панă. Хоккей площадкине уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, унăн пулăшаканĕсем Петр Блинов, Виталий Питаков, Николай Головин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин, "Труд" ЯХПК ертỹçи Валерий Германов хутшăнчĕç, çамрăк хоккеистсене хоккей клюшкисем парнелерĕç, спортра пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕç. Çакăн хыççăн хаклă хăнасем, ял çыннисем культура çуртне пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ сăлтавсене пула ăна темиçе çул хутса ăшăтман. "Газпром" межрегионгаз Чебоксары" ОООн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов иртнĕ çул суйлав умĕнхи тĕл пулура çак çитменлĕхе пĕтерме - культура çуртне çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçре пулăшма шантарнă. Депутат хăйĕн сăмахне тытнă. Тĕпрен илсен вăл пулăшнипе, ял тăрăхĕ тăрăшнипе культура çуртĕнче халĕ ăшă. Çак икĕ паллă пулăм ячĕпе пуçтарăннă ял-йышран Леонид Кошкин район ертỹçисене, Патшалăх Канашĕн депутатне тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин района çут çанталăк газĕ кĕртнĕ тапхăра аса илчĕ, депутат пысăк пулăшу панине палăртрĕ. "Труд" ЯХПК ертỹçи Валерий Германов тата Алексей Аверкин та райадминистраци, депутат ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕç, малашне те ял ыйтăвĕсене татса парассинче пĕрле ĕçлессе шанса тăнине палăртрĕç. Тĕмер ялĕнче нумай ĕçе нимелле пурнăçласси йăлана кĕнĕ. Вĕсен шутне чиркĕвĕн çĕнĕ пысăк чанĕсене туянса вырнаçтарни, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăка юсани, ялти чи пысăк çăла тĕпрен юсаса çĕнетни, йĕри-тавра карта тытни, усăсăр выртакан çĕре тикĕслесе стадион-парк уçни, халĕ хоккей площадки туса лартни, ял урамĕсене вĕтĕ чулпа тата хăйăр сарса хытарас ĕçе пуçăнни, уяв мероприятийĕсем йĕркелени тата ытти те кĕрет. Çак ĕçсене пуçарса ертсе пыракансенчен пĕри - Николай Анатольевич Муллин. Ăна "Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панине, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлекен ытти ентешĕсене район, ял тăрăхĕн Хисеп грамотисемпе чысланине ял çыннисем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ял уявĕ ячĕпе тĕмерсем культура çуртĕнче пултаруллă хĕрарăмсен алă ĕçĕсен выставкине те, Раççей историне халалласа Алина Варна, Сергей Павлов, Александр Ильин артистсен, "Талисман" ташă ушкăнĕн, "Çавал" ансамблĕн пултарулăхне курса савăнчĕç.


"Елчĕк Ен"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться