Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасене Турă хушнă пек пурăнма вĕрентĕр

Ача - Турă пиллĕхĕ. Ачана юратман çын çук, ăна пурсăмăр та юрататпăр, ачасăр çынсем хăйсене темĕн тĕрлĕ телейсĕре хураççĕ. Ăннă ача ашшĕ-амăшĕшĕн, чăнах, пысăк ырăлăх: çамрăкла ăна ахалех ытарма çук, ỹссен пулăшать, ашшĕ-амăшĕ ватăлсан - вĕсене пăхать. Анчах пур ывăл-хĕр те апла пулаймасть, ашшĕ-амăшне савăнтарас вырăнне нумайăшĕ тарăхтарса пурăнаççĕ.Ача ăнасси-ăнмасси хамăртан нумай килет. Ывăл-хĕр ырă пултăр тесен хамăрăн ырă пулас пулать, вĕсем пире савăнтарччăр тесен, вĕсене ỹстерме пĕлес пулать. Ачана пĕлсе ỹстересси питĕ пысăк ĕç, ун пек пысăк ĕç çук. Св. Иоанн Ылтăн Чĕлхе калать: "Ачасене выçă вĕлермен-ха, тенипе кăна пулмасть. Çиме вĕсем хăйсем те вĕренеççĕ. Ачана ỹстерме пĕлменни çынна вĕлернинчен те çылăх: çынна вĕлерекен çыннăн ỹтне кăна вĕлерет, ачине ỹстерме пĕлмен çын ачин ỹтне те, чунне те вĕлерет". Ачана ăса кĕртсен, ĕçе вĕрентсен, вăл мулсăрах çăкăр çийĕ, ăса кĕртеймесен, ĕçе вĕрентеймесен темĕн чухлĕ мул та ăна ним усса та пырас çук. Ача ỹстересси - амăшĕн ĕçĕ. Ачисене пăхма ашшĕн вăхăт та çук, унăн хал та çитес çук. Арăмсене ача ỹстерме Турă хăй хал парать. Ача амăшĕ пулас килни ача чухнех палăрать. Хĕр ачасем пĕчĕклех хăйсен пуканисемпе выляççĕ: вĕсене, ача пекех, тумлантараççĕ, вĕсем валли кĕпесем çĕлеççĕ, ĕçтереççĕ-çитереççĕ, йăтса çỹреççĕ, сиктереççĕ... Пуканисене вĕсем нимĕнпе те улăштарас çук. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Хĕр ача, хăй мĕн тунине хăй пĕлсех пĕтереймест те, Турăран килекен ирĕкпе пĕчĕкренех ача амăшĕ пулма хатĕрленсе ỹснине пĕлтерет ку. Качча кайсан кирек епле арăмăн та амăшĕ пулас килет. Пĕлекен арăм, йывăр çын пулсанах, сыхланма пуçлать: сиксе ташламасть, ытлашши хуçкаланмасть, йывăр япала çĕклемест, çула тухсан силленсе пырасран асăрханать. Пĕлекен упăшки те йывăр çын пулнă арăмне пит упрать. Анчах пурте апла хатĕрленеймеççĕ. Нумайăшĕ арăмне нимĕн вырăнне те хумасть. Хăйсен ыран-паян çăмăлланмалла пулин те хăнана та каяççĕ, ĕçкĕрен те юлмаççĕ. Ангел евĕр пулас ача ỹчĕшĕн ăшă, çемçе япаласем хатĕрленĕ пек, унăн чунĕшĕн те таса, савăнăçлă пурнăç хатĕрлеме пулать. Йывăр çын хăйĕн ỹтне упранă пек, ачан чунне те çаплах упрас пулать. Ача ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне юратнинчен пулса каять, амăшĕн юнĕнчен çын пулать. Пирĕн юн улшăнать: эпир çилленсен, пирĕн юн çилĕллĕ пулать, савăнсан савăнакан юн пулать, ỹсĕрĕлсен юн та ỹсĕрĕлет. Çавăнпа ỹсĕрле е вăрçсан пĕр-пĕринпе хутшăнас пулмасть. Арăм йывăр чухне пĕрмай лăпкă, савăнса çỹресен ачи те лăпкă, ырă кăмăллă пулма пултарать, пĕрмай çилленсе çỹресен ачи те çилĕллĕ пулма пултарать. Этемĕн кирек хăçан та ырă пулмалла та, ача ашшĕ пулас вăхăт çитсен ырă пулма тата хытăрах тăрăшмалла. Пур усăсăр, усал йăласене пăрахмалла, ачана ỹт енчен те, чун енчен те лайăхрах ỹстересси çинчен, ачашăн мĕн усăллă, мĕн сиенли çинчен ашшĕ-амăшĕн пĕрмай шухăшламалла. Хăш çын урăх çынран кулса тăрăхлама, çын çинчен калаçма юратать, ăна айăп вырăнне те хумасть. Ашшĕ-амăшĕ пулас вăхăт çитсен çынран кулмалли йăлана пăрахас пулать. Ĕçме-çимерен те пит тирпейлĕ пулас пулать. Арăмăн йывăрлансан эрех-сăра ĕçмесен пит аван пулĕччĕ. Ĕçекенсен ачисем телейсĕр пулаççĕ: е чирлĕ, е хăйсем пекех ĕçекен, е ăсран айван пулаççĕ. Çавăнпа пит ĕçекенсен авланас та пулмасть. Ĕçлеме юратман çыннăн ĕçлеме вĕренес пулать. Ху ĕçлемесен, ачу мĕне кура ĕçе вĕренĕ? Ху ĕçлесе кăтартмасан, ĕçе хушнă сăмахна епле витерĕн? Пĕр çын ачисене ĕç хушма пит юрататчĕ, хăй ĕçлеме пит юратмастчĕ. Ачисем ĕçчен пулаймарĕç, пит наян пулчĕç: йывăçĕ мĕнле - çимĕçĕ çаплах. Тата арăмсен хăйсен сывлăхне пит упрас пулать - сывлăхсăр арăмăн ачи те имшер, чирлĕ пулать. Пĕр арăмăн йывăр çын чухне шăлĕ пĕрмай суратчĕ, тет. Ачин те шăлĕсем тухсанах сурма пуçларĕç, тет. Ача ашшĕ-амăшĕ пулас текенсен çапла, çине тăрсах хатĕрленес пулать. ("Христос çыннин мĕн пĕлмелле" кĕнекерен)


"Елчĕк Ен"
05 декабря 2012
00:00
Поделиться