Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тирпейлĕх малти вырăнта

Ял халăхĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пурнăçланине тишкерсе районта "Пурăнмалли çурт-йĕр" операци пырать. Çак тĕллевпе эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, пушар хурал пайĕн, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсемпе пĕрле кашни ялтах, кашни кил-çуртрах пулатпăр, хуçалăхпа тĕплĕн паллашатпăр. Çурт ăшĕнчи çеç мар, территорири тирпейлĕхпе тасалăхпа кăсăкланатпăр. Çурт умне чарăнсанах унта мĕнле хуçа пурăнни паллă. Типтерлĕ кил хуçин çуллахи вăхăтра умра шыв пички, пушарта усă курмалли ытти хатĕрсем пур. Хальхи йĕрке тăрăх уйрăм хуçалăхсенче те огнетушитель пулмалла. Теприсене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене тĕплĕн ăнлантарма тивет. Çавăнпа та правилăсене пĕлччĕр тесе памяткăсем парса хăваратпăр. Çурт-йĕрсене тишкернĕ май йĕркене пăсакансене административлă майпа айăплатпăр. Ялсенче "хĕрлĕ автансем" ан алхасчăр тесен кашнийĕн пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Инкек сиксе тухсан пуçа хыçмалла ан пултăр. Вунă уйăхра районта 19 пушар алхаснă. Вĕсем 808 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Уйрăм çуртсенче 15 пушар тухни кил хуçисене тимлĕрех те тирпейлĕрех пулма ыйтать. 



"Елчĕк Ен"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться