Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хевтесĕр çын ĕмĕтсĕр мар

Шăпа темелле-ши е пурнăçăн саккунĕ çирĕпрен, хевтесĕррисем, вăйсăррисем те пур пирĕн хушăра. Нушаллă çынсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас, май килнĕ таран пулăшас, вĕсем те обществăран аякра пăрăнса ан юлччăр тесе тимленипех пулĕ çулсерен Инвалидсен кунне районта анлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Районта 1849 инвалид, вĕсенчен 75-шĕ ачасем. Эпир, тĕрлĕ чире, инкеке пула сусăрланнăскерсем, пурнăçран юлас мар тесе тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешсе спорт ăмăртăвĕсенче тупăшатпăр, тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнатпăр. Кăçал районти инвалидсен обществи сусăррисен тата вĕсен çемйисенчи социаллă адаптаци пирки проект çырса республика шайĕнчи гранта çĕнсе илчĕ. 95 пине яхăн укçа-тенкĕне тĕрлĕ ăмăртура çĕнтернĕ, юрă-ташăра маттур, ал ĕçĕнче пултаруллă çынсене хавхалантарнă çĕрте усă курнă. Каласа хăварар пулĕ: 2010 çулта вара эпир Мускаври ыр кăмăллăх фондĕнчен 50 пин тенкĕлĕх грант илме пултартăмăр. Чỹк уйăхĕнче районта "Хама шанатăп" уяв иртрĕ. Инвалидсем Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсенче, "Улăп" спорт комплексĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Йышлăн хутшăнчĕç унта. Спортăн пилĕк тĕсĕпе тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем хаклă парнесене, медальсемпе грамотăсене тивĕçрĕç. Вĕсен ячĕпе культура ĕçченĕсем савăк юрăсем нумай шăрантарчĕç. Пĕр шăпаллисем çавра сĕтел хушшинче ларса калаçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чей ĕçнĕ май чунри ырату çинчен юхать сăмахăмăр. Сывлăх, уçă алăксен кунĕсенче те эпир хамăр ыйтусене сахал мар татса паратпăр. Юлашки çулсенче патшалăх шайĕнче те пире тимлĕх уйăрни кăмăла çĕклет. Тĕрлĕ организацисене коляскăпа кĕмелли хатĕрсем вырнаçтарчĕç, тепĕр çĕрте шăнкăравсем çакрĕç. Пирĕн пурнăçа ансатлатас тесе тăрăшакан пуçлăхсем ыр кăмăллăх марафонĕсенчен те пăрăнса юлмаççĕ. Пире чылай чухне ăшă сăмах та çителĕклĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлет. Хальхи вăхăтра ятарлă программăпа килĕшỹллĕн хуçалăхсенче тата общество ĕçĕнче 40 сусăр çын вăй хурать. Пирĕн йышра килтен тухса çỹрейменнисем те пур. Вĕсене социаллă ĕçченсем ăшшăн пăхаççĕ. Куç курманнисен районти обществи те хăйĕн членĕсемшĕн паха ĕçсем тăвать. "Шурă туя" членĕсем çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, тĕл пулусем сахал мар йĕркелеççĕ. Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче районта "Тĕнче пуриншĕн те пĕр" фестиваль иртет. Унта инвалидсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартĕç. Ал ĕçĕсен выставки ĕçлĕ. Сцена çинче юрă-ташăпа савăнтаракансем те эпирех пулăпăр. Çавăнпа та утса çỹреме вăй-хал çитерекенсене çак кун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи уява йыхравлатпăр. Тус-юлташсемпе тĕл пулса калаçни пире вăй-хăват, тĕрек парать. Хаклă туссем! Сире пурне те Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çутă кунăн кашни саманчĕшĕн хĕпĕртер, умри ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме чăтăмлăх çиттĕр пирĕн.



"Елчĕк Ен"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться