Анлă диспансеризаци пулать
Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2013 çулта халăхăн анлă диспансеризацине ирттермелли норма докуменчĕсен проекчĕсене хатĕрленĕ. Министерствăн медицина профилактики енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Сергей Бойцов пĕлтернĕ тăрăх - çак ĕçе ирттерес енĕпе йĕркелỹçĕ тивĕçне поликлиникăсем пурнăçлĕç. "Анлă мероприятисем палăртатпăр, - тенĕ вăл. - Çав шутра - темиçе специлист хутшăннипе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ, тĕпчевĕн тĕрлĕ меслечĕ, халăхăн тĕрлĕ ушкăнĕн сывлăхпа çыхăннă лару-тăрăвне палăртасси, профилактика шайĕнче сĕнỹсем парасси, кирлĕ пулсан сиплев ĕçне йĕркелесси". Диспансеризаци программипе килĕшỹллĕн çитĕннисен медицина килĕшĕвне 3 çулта пĕрре ирттермелле. Диспансеризацие икĕ тапхăрпа йĕркелемелле: 1-мĕш хутĕнче - çын 21 çул тултарсан, кайран - кашни 3 çултан. Lenta. ru. |
|
"Елчĕк Ен"