Чылай çул вăрттăнлăхра упраннă хăрушă пулăм - 1962 çулхи юпа уйăхĕнче СССРпа Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсем хушшинче сиксе тухнă йывăр лару-тăру пирки юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсем уççăн калаçма пуçларĕç. Çавна май манăн та район хаçатне статья çырас шухăш çуралчĕ. 1962 çул. Америка Турцире 1961 çултах Мускав хулине пĕтерме май паракан ракетăсем вырнаçтарнине пĕлнĕ Хрущев хамăр ракетăсене Куба çĕр-шывне илсе кĕме хушу кăларнă. Виççĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланас хăрушлăх çак тапхăрта питĕ çивĕч тăнă. Çапах та икĕ çĕр-шыв ертỹçисем - Н.С.Хрущевпа Джон Кеннеди кĕске вăхăтрах политикăра тĕрĕс йышăну тума пултарнăран тĕнче ядерлă вăрçăран хăтăлса юлни пирки паянхи кунччен халăхăн пысăк пайĕ тĕшмĕртме те пултарайман. Мĕншĕн тесен çак хыпара никама та пĕлтермен, ниçта та пичетлемен. Вăрттăн операцие хутшăнма мана та тỹр килнине эпĕ паян, темиçе çул иртсен, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă анчах пĕлтĕм. Канаш хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухсан 1962 çулта мана Совет Çарĕн ретне илчĕç. Служба Лебедин хулинчен пуçланчĕ. Çамрăк боецсен курсĕнчен вĕренсе тухсан пире кĕркунне суту-илỹ флочĕн карапĕсем çине лартса тинĕс-океансем урлă Кубăна илсе кайрĕç. Службăран таврăнсан эпĕ "Комсомольская правда" хаçатра хамăр ишнĕ "Физик Вавилов" карап Бермут виç кĕтеслĕхĕ тĕлĕнче инкеке лекни, командăри 7 çын хыпарсăр çухални пирки пирки вуласа пĕлнĕччĕ. Синкек эпир карапра чух та пулма пултарнине шута илсе эпĕ Турра тав тунăччĕ. Статьяна çырнă май пуçра ирĕксĕрех ыйтусем çуралаççĕ. Çав çулсенче асăннă операцие пирĕн районтан хутшăннă çынсем тата та пур-ши? Çакна хыпарлакан документсем çар комиссариатĕнче упранса юлнă-ши? Çак статьяна вуласан ăна хирĕç кам та пулин хурав парасса эпĕ чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Çакă вăл пирĕн мăнаçлă çĕр-шывăмăрăн историйĕн пĕр пулăмĕ-çке.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.