Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрин хыççăн тепринче инвестици проекчĕсемпе усă курса фермăсене реконструкци тăваççĕ, вĕсене паянхи пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме хатĕрлеççĕ. Черетлĕ "çĕнĕ" ферма "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра та хута кайнă. Пĕр харăсах икĕ витере реконструкци ĕçĕсене тума пикеннĕ. Çу уйăхĕсен пуçламăшĕнчех ĕçе пикенме май килменрен сăвăнакан 200 ĕне вырнаçмалли тата пăрулаттаракан уйрăмри витесене тĕпрен çĕнетсе улăштарассине хĕле кĕриччен вĕçлеме пултарасси малтанласа иккĕленỹллĕ пулнă. Анчах куç хăрасан та алă тăватех. Вăхăт васкатнине ăнланса строительсем кунта юлашки уйăхсенче çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. - Йывăрлăхсем аса килмеççĕ, кĕске вăхăт хушшинче витесене çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса ĕçлемелле туса çитерме пултарнине ĕненес килмест,- тет сахал яваплă юлташлăх директорĕ Юрий Лапшин. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ витере ют çĕр-шывра туса кăларнă сĕт сумалли оборудованин пĕтĕм комплектне - холодильник, сĕт пăрăхĕ, сăвакан аппаратсем вырнаçтарнă. Проектăн смета хакĕ - 13 миллион тенкĕ. Паянхи кун ыйтнине тивĕçтерекен фермăра ĕç условийĕсем лайăхланнипе пĕрлех ĕç тухăçлăхĕ тата туса илекен продукци пахалăхĕ нумай ỹсмелле. 1) Ĕне фермин заведующийĕ Александр Иванов сĕт-çу блокĕнче пулнă май сăвакан аппаратсен пахалăхне хак парать.


"Елчĕк Ен"
28 ноября 2012
00:00
Поделиться