Тĕрĕ - чăваш халăх искусствин мĕн авалтан аталанса пынă тата çỹллĕ пусăма çитнĕ пулăмĕсенчен пĕри. Илемлĕх енĕсемпе вăл этемлĕх ăс пурлăхĕн чи пысăк çитĕнĕвĕсемпе пĕр ретре. Чăваш хĕрарăмĕ ĕлĕк-авалах тĕрĕпе тумтирне, кил-тĕрешри тата тĕрлĕрен йăласемпе çыхăннă япаласене илемлетнĕ. Пир унăн аллинче искусствăн чăн-чăн произведенийĕ пулса тăнă. Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ, çапах та чăваш тĕррин илемлĕхĕ паян кун та пире илĕртет. Çав вăхăтрах питĕ япăх пĕлетпĕр-çке эпир ăна. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Жачева, М.Симаковăпа хамăр ентеш З.Воронова ал ĕç ăстисем республикăра çак ырă йăлана пăрахас мар, чăваш тĕррине культура ĕçченĕсемпе шкул ачисене вĕрентес тесе нумай ĕç тăваççĕ. Вĕсен паха ĕçне малалла тăсас тесе эпир те тăрăшатпăр. Хамăр патăмăрта ятарлă кружок уçса ачасене çыруллă тĕрре вĕрентессине йĕркелерĕмĕр. Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ - пур çĕвĕ те шутлав мелĕпе йĕркеленнинче. Çакă пир-авăр структуринчен килет. Урăхла каласан, тĕрлемешкĕн пĕр хулăнăш тата пĕр тăршшĕ пусма кирлĕ. Ĕлĕк çавăн пек пусма вырăнне килте тĕрленĕ пир пулнă. Çип шутне кура виçĕ майлă тĕрлеççĕ: горизонталь, вертикаль тата диагональ тăрăх. Кун пек чухне кайăксен, чĕр чунсен, ỹсен- тăрансен, пурнăç йывăççин формисем геометрилле эреше ас илтереççĕ. Чăваш тĕррин тепĕр хăйне евĕрлĕхĕ - çĕвĕ тĕсĕсен нумайлăхĕ. Вăтăр икĕ çĕвĕ таран шутласа тупнă тата вĕсен 40 яхăн уйрăм тĕсĕсем пур. Чăваш тĕрринче "ăшă" тата "сивĕ" тĕссем çыпăçуллă пĕрлешсе тăраççĕ. Хурапа - ырă тĕспе - эреш тавра çеç тĕрлеççĕ. Эрешĕсене хăйсене, тĕпрен илсен, хĕрлĕпе (телей, савăнăç, тулли пурнăç символĕ) тĕрлеççĕ. Çавăн пекех сарă, симĕс, кăвак çипсемпе усă кураççĕ. Чăваш тĕрринче кашни çĕвĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕ усă курнă. Сăмахран, пĕр енчен çеç курăнакан япаласене - кĕпене, масмака, туй минтерĕн питне - пĕр енлĕ çĕвĕсемпе илемлетнĕ. Икĕ енĕ те пиччĕн япаласене - сурпана, хĕр пĕркенчĕкне - йĕпкĕн, шулам, чăрмалла, каснă шăтăкла çĕвĕсем усă курса тĕрленĕ. Тĕрлемешкĕн килте арланă çăм, йĕтĕн, пурçăн çипсемпе усă курнă. Ăстасем хăйсемех вĕсене тĕрлĕ сăрăсем ăшне чиксе кăларса тĕс кỹнĕ. Ĕлĕк лайăх тĕрлекен хĕре ытти ĕçе те пултарать тенĕ. Çавăнпа та 6-7 çултан пуçласах хĕр ачасене чи ансат çĕвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш тĕрринче вĕтĕ-вĕтĕ фигурăсем нумай, вĕсене пĕр ушкăна пĕрлештерме пулать. Фигурăсем çакна çирĕплетеççĕ: "кăвакал", "лĕпĕш", "çырла", "нухрат", "сулă", "алка" тата ытти те .
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.