Çĕнĕ варкăш кĕрет
Клуб - культура вучахĕ, ял чĕри. Унта халăх вăхăта усăллă ирттерме, чуна пуянлатма çỹрет. Юлашки икĕ çул халăх театрĕн режиссерĕнче вăй хунăран ял çыннисене вырăнти артистсем лартнă спектакльсем кăтартасшăн. Тем тесен те ялта пурăнакан юлашки çулсенче Шупашкара театра е концертсене сайра-хутра çеç çỹрет. Ура çинче çирĕп тăракан "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсем ферма ĕçченĕсене кăна мар, механизаторсене те хĕрỹ ĕçсем вĕçленсен Шупашкара экскурсие илсе каяççĕ. Çакăн пек ырă йăлана ыттисен те ĕçе кĕртсен аван. Инçе çула тухайманнисене районти кăсăклă мероприятисене чĕнетпĕр. Пирĕн пата кашни уйăхрах хулари артистсем килеççĕ. Чăваш эстрада юрăçисен концерчĕсем те тăтăшах иртеççĕ. Çулталăкра пĕрре те пулин чăваш артисчĕсен пултарулăхĕпе паллашмасан илемпе ỹнере ăçта курса ăша хывмалла-ха ял çыннин? Райцентрти культурăпа кану центрĕ пурлăх никĕсне палăрмаллах пуянлатрĕ. Культура учрежденине модернизацилес енĕпе йĕркеленĕ республикăри конкурсра çĕнтернĕрен республика бюджетĕнчен пулăшу илтĕмĕр. Пирĕншĕн 500 пин тенкĕлĕх пурлăх: сцена тата артистсен костюмĕсем, çĕнĕ йышши техника, çутă, сасă, видеопроекци оборудованийĕ, компьютер, принтер, сканер сахал мар. Хальхи вăхăтра вĕсемсĕр ĕçе йĕркелеме те май çук. Çĕнетнĕ клубра тата çĕнĕ кружоксем уçрăмăр. Çĕнĕ варкăш кĕрсех пырать клубра. Шкул ачисем мĕн пĕчĕкрен сцена çине тухчăр, пултарулăхне аталантарччăр тесе "Сириус" ушкăн ачисем кашни уявах хапăл туса кĕтеççĕ. Нумаях пулмасть Елчĕкре театр искусствине аталантарас, çамрăксене театрпа кăсăклантарас, ачасен ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе республикăра "Мельпомена асамĕ" конкурс-фестиваль иртрĕ. Кашни ял тăрăхĕнчи çамрăк артистсем хутшăнчĕç унта. Чи маттуррисем хăйсен ăсталăхĕпе район центрĕнчи сцена çине тухрĕç. Лидия Саринен "Наян мулкач" пьесипе Игорь Хушкин "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире çĕнтерчĕ. Хамăрăн спектакльпе садиксенче пултăмăр. Ваттисен кунĕнче асаннесемпе кукамайсем пĕчĕккисен пултарулăхне курса савăнчĕç. Тĕрлĕ авторсен пьесисене сцена çине кăларатпăр эпир. Çав вăхăтрах хам та пьеса шăрçалама пикентĕм. "Пахчари çĕмĕрт" пьесăна халăх кăмăлласа йышăнчĕ. Ку ĕçре Николай Краснов нумай пулăшать. Унăн çĕмĕрт пирки çырнă юрă пьесăра питĕ вырăнлă пулчĕ. Хальхи вăхăтра "Сириус" кружока çỹрекенсемпе Çĕнĕ çула хатĕрленетпĕр. |
|
"Елчĕк Ен"