Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Штангистсем палăрнă

 Шупашкарта йывăр атлетсен республикăри чемпионачĕ иртнĕ. Чемпионатра хăйсен виçисенче Э.Миронов (Энтепе), В.Викторов, Н.Васильев (Елчĕк), А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш), С.Грибов (Çĕнĕ Пăва), М.Портнова, Л.Иноходова (Аслă Пăла Тимеш), В.Ананьева (Çĕнĕ Пăва) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Елчĕкри А.Александров, М.Краснов, А.Сайкин командăна паха очкосем панă. Кăçалхи раштавăн 22-мĕшĕнче районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ 30 çул, йывăр атлетикăна районта никĕсленĕ Н.Мальков, Совет Союзĕн Паттăрĕ Н.Иванов ячĕпе йывăр атлетикăпа республикăри уçă турнир иртет. А.УБАСЕВ, тренер-преподаватель.


"Елчĕк Ен"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться