Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пăхаттирсем ăмăртрĕç

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтассипе "Хыпар" хаçат парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри XXIX турнир, Чăваш Республикин уçă чемпионачĕ иртрĕ. Унта пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе преподавателĕсенчен кăшт кăна каярах юлса иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Ульяновск облаçĕн атлечĕсем. Командăсен эстафетинче Елчĕксем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Елчĕксен командинчи атлетсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) турнирăн абсолютлă чемпионки пулса тăчĕ, Чăваш Республикин рекордне çĕнетрĕ, 16 килограмлă кире пуканне икĕ алăпа сулласа 256 хут çĕклерĕ. Унăн командăри юлташĕ А.Павлов (Кавал), республикăри чи вăйлă çамрăк спорт мастерĕ, Чăваш Республикин икĕ рекордне лайăхлатрĕ. Н.Николаевпа (Ĕнел), Д.Курчин (Курнавăш) спорт мастерĕн кандидачĕн, Д.Вековпа (Вырăскасси) А.Кожевников (Ĕнел), М.Никитина (Вăрăмхăва) 1 спорт разрячĕн нормативĕсене тултарчĕç. Ытти атлетсен çитĕнĕвĕсем те лайăх. Хăйсен виçисенче тата ỹсĕмĕсенче В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), А.Федоров (Курнавăш), В.Иванов (Яманчỹрел), И.Кривов (Анатри Тимеш), А.Николаев (Акчел), В.Николаева (Ĕнел), Е.Еремеева (Питтĕпел) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç, кубоксемпе медальсене, грамотăсене тивĕçрĕç. И.Юхмин (Курнавăш), А.Журавлев (Ĕнел), А.Кузнецовпа А.Орлова (Патреккел) та командăн пухмачне паха очкосем пачĕç. Командăна ăмăртăва О.Федоров тренер хатĕрленĕ.


"Елчĕк Ен"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться