Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Коррупци çулне пỹлер

 Республика прокуратури коррупципе кĕрешессипе çыхăннă 9 уйăхри ĕçне пĕтĕмлетнĕ. сăннă тапхăрта прокуратура органĕсем коррупципе çыхăннă преступленисем пирки 80 пĕлтерỹ йышăннă, тĕрĕслев ирттерме вĕсене следстви органĕсене ярса панă. 9 уйăхра коррупци тесе хакланă 744 преступление (иртнĕ çулхи 9 уйăхра 1137 преступлени) тупса палартнă, çав шутран 466 уголовнăй (455) ĕç пуçарнă. Кăрлач-авăн уйăхĕнсенче право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем преступлени туни çинчен 58 хут пĕлтернĕ. Вĕсене тĕпе хурса 22 (15) çын тĕлĕшпе 43 уголовнăй ĕç пуçарнă. Çав шутран 10-шĕ - республикăн Шалти ĕçсен министерствин, 8-шĕ - Федерацин суд приставĕсен, 2-шĕ - налук службин, 2-шĕ -- айăплава пурнăçлакан службăн сотрудникĕсем. Наркотĕрĕслев управленийĕн оперативлă материалĕсем тăрăх следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ кăçалхи ака уйăхĕн пуçламăшĕнче ФСИНăн республикăри управленийĕн юсанмалли 3-мĕш колонийĕн айпланнисемпе воспитани ĕçне пурнăçлакан пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл наркотик упранă тата взятка илсе айăплисене вăхăтсăрах условнăй майпа ирĕке кăларнă.


"Елчĕк Ен"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться