Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕлĕк нушине тутаннă, халĕ ырлăхне курать

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
 Аслă Елчĕкри сакăр вунă çулпа пыракан София Соколовăпа килĕнче тĕл пултăм. Кăнтăр апачĕ вăхăтне лекнĕрен патак çине тайăннă ватă кил картинчи выльăх-чĕрлĕхе апат паратчĕ. Эпĕ мĕнле ĕçпе çỹренине пĕлсен сăпайлăн кăна: "Ман пек аннесем кашни ялтах. Эпĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп", - терĕ. Çапах та ял çинче хăй те, ачисем те ĕçпе палăрнă кинемей пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлмесĕр тухса каймарăм. Ыран Питрав тенĕ чухне кун çути курнă Сухви пĕчĕкренех вăр-вар пулнипе палăрнă. Хресчен пурнăçĕпе пурăннăран йышлă çемьере çитĕнекен хĕр ача шкулта пĕтĕмпе те виçĕ çул çурă кăна пĕлỹ пухнă. Ачаллах вăкăрпа лесхозран шкул валли вутă турттарнă. Вăхăт иртнĕ май алла лаша тилхепине тытнă. - Лашине ун чухне кỹлме те пĕлместĕм. Бригадир пулăшатчĕ. Пĕр хĕллехи кун вăрмантан таврăннă чухне Çарăмсан патĕнче çунана сулăнкă çапса лашапа иксĕмĕр те тĕпсĕр çырмана кусса анса кайрăмăр. Сехре хăпнăччĕ ун чухне. Аран-аран хăпартрĕç вĕт, - пĕлтерет Сухви аппа. Жнейкăпа тырă вырнине, кĕлте çыхнине, Улатăр тăрăхне вăрман касма кайнине каласа парать те, чăннипех те йывăр ĕçре пиçĕхнине ăнланатăн. Ятуллă тумтир пулман, тăраниччен çиеймен. Çапах та нихăçан та нăйкăшман. - Кĕлтене çĕклейместĕмччĕ. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсем май килнĕ таран пулăшатчĕç, - ун чухнехи маттур колхозницăсене асран кăлармасть София Марковна. Çавăн пекех вăл Улатăр вăрманĕнчен тарса килнине каласа пачĕ. - Выçса çитнĕ, çăпатасем çĕтĕлсе тухнă. З.Афанасьевăпа çĕрĕпе утатпăр, кăнтăрла хваттере кĕрсе канатпăр. Шăнса кỹтсе яла таврăнтăмăр. Ирхине бригадир пирĕн пата çитрĕ те. Халех каялла тухса каймаллине пĕлтерет. Юрать, вăрмана кĕме çук, çурхи шыв аннă. Ямарĕç вара. Çапла хăтăлса юлтăмăр айăплавран. Ун чухне саккунĕ пит хытăччĕ, - сăмах хыççăн сăмах юхать ватăн. 19 çулта Сухви хăйсен урамĕнчех пурăнакан Николай Соколова качча тухнă. Çамрăксем иккĕшĕ те тăван хуçалăхра вăй хунă. Кирек епле хура ĕçре те тăрăшулăхĕпе тата таса чунĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ София Соколова. Тен, çавăнпа та вăл ĕлĕкхи вăхăта ырăпа аса илет. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă София Марковнăпа Николай Иванович. Туслă çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Сакăр çул каялла кил хуçи çĕре кĕнĕ. 40 çул ытла комбайн штурвалĕ умĕнчен анман харсăр механизатор. Ашшĕне курах ывăлĕсем мĕн пĕчĕкрен техникăна алла илнĕ. - Эпĕ 26 çул хуняма-хуняçапа пурăннă. Çынна култарман. Пĕрин ватлăхра хăлхи илтместчĕ, теприн куçĕ курмастчĕ. Çапах мăнукĕсене пĕр чирлеттермесĕр пăхса ỹстерчĕç. Ачасем пĕчĕккĕ чухне ытларах вĕсем çинче пулнă. Упăшкапа иксĕмĕр те колхоз ĕçне тухса кайнă та сĕм çĕрле пырса кĕнĕ, - тет София Марковна ватăсене ырăпа аса илнĕ май. Хĕрĕпе ывăлĕсем ỹссе пынăçемĕн ашшĕпе амăшĕ çумне çыпçăннă. - Пĕчĕкренех ĕçлеттернĕ. Ачасем пире итлеменни пулман. Ĕçпе пиçĕхекен ывăл-хĕр усал çитĕнмест. Çу каçа çемье 6 гектар çинче ĕçленĕ. Кунта выльăх кăшманĕ те кĕнĕ. Пахча çимĕç çитĕнтерес енĕпе Аслă Елчĕксене çитекенни çукчĕ. Ĕçленĕшĕн алă татăлса ỹкмест. Наянлăх вара çынна этемлĕхрен кăларать. Халĕ пахча тĕлĕ те çук. Чун ыратать. Юрать килтен курăнмасть, - тет "Хисеплĕ колхозница" ята тивĕçнĕ пилĕк ача амăшĕ. Соколовсен аслă хĕрĕ, Елена, районти вĕренỹ пайĕнче бухгалтер пулса ĕçленĕ. Пенсие тухнă. Александр хальхи вăхăтра Россельхозбанкăн Елчĕкри уйрăмĕнче хуралçăра ĕçлет. Анатолий Чулхулара пурăнать. Отставкăри полковник. Сергей Шупашкарта хунав янă. Художник. Уйрăмах йывăçран тĕрлĕ япаласем каскалама ăста. Чи кĕçĕнни, Михаил, тĕп киле сỹнме парас мар тесе тăрăшать. Вăл ялти шкулта ачасене ĕçе хăнăхтарать. - Кинсемпе кĕрỹ питĕ лайăх. Килти кинпе, Надежда ятлă вăл, 15 çул хушшинче сивĕ сăмахпа калаçса курман. Эпир, карчăксем, нумайрах пĕлетпĕр пуль, ытларах калаçма пăхатпăр, çапах ватта ватă вырăнне хураççĕ. Кил-çуртра манпа канашлани уйрăмах савăнтарать. Хама вăхăтĕнче хуняма калани асран тухмасть: "Пĕр пус пуçтаракан пуян пулнă, пĕр пус пĕтерекен пĕтнĕ тет". Хам та ачасене çапла вĕрентетĕп çав... Толя ывăлĕн мăшăрĕ украинка. Тăван тăрăхĕн техĕмлĕ сывлăшĕпе киленме килекен ывăлĕн арăмĕ пỹрте пырса кĕрсенех чăвашла: "Анне, мĕнле пурăнатăн?"- тесе ыталанине каласа панă чухне Сухви аппан куçĕсем тата çуталаççĕ. Ватлăхра ачасемпе мăнуксен хисепĕнчен ырри мĕн пултăр тата? - Асанне, эпĕ килтĕм. Мĕн пĕçертĕн-ха паян тутли?- шкултан таврăнчĕ иккен Ваня мăнукĕ. Тăваттăри Настя мăнукĕ садикре. Вăл амăшĕпе пĕрле таврăнать. - Паян çĕр улми шаритлерĕм. Кунтах турăх, уйран пур, - сĕтел кукрине пăрăнчĕ асламăшĕ. - Нушине те курнă, ырлăхне курма та тỹр килчĕ. Ачасем пит лайăх пăхаççĕ мана,- тет София Марковна. Пĕрре те ахаль лармасть ватă: çамрăксене пулăшма тăрăшать. Ывăлĕпе кинĕ ĕмĕртен пыракан ĕçе - çăматă пусассине - пăрахăçа кăларманшăн савăнать. Сăн ỹкерчĕкре: С.Соколова.


"Елчĕк Ен"
24 ноября 2012
00:00
Поделиться