Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕп тĕллевсенчен пĕри - çынсен хăрушсăрлăхĕ

 Иртнĕ эрне вĕçĕнче районта ĕç сыхлавĕ енĕпе ведомствăсем хушшинчи лару иртрĕ. Ларăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ĕç сыхлавĕн, санитарипе эпидемиологи, пушар, промышленноç тата энергетика хăрушсăрлăхĕн мелĕсемпе тивĕçтересси. Районта 2011-2013 çулсенче ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, сывлăхне, ĕç сыхлавне лайăхлатмалли тĕллевлĕ программа йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртме 756 пин тенкĕ уйăрнă. Юлашки 5 çулта производствăра суранланнă тĕслĕхсем пулман. Районта халĕ професси чирĕсемпе 123 çын нушаланать. 2009 çулта професси чирĕсемпе шута илнисем пулман. 2010 çулта - 1 çын, 2011 çулта 4 çын професси чирĕсемпе сиенленнĕ. Кăçал çакăн пек тĕслĕх пачах çук. 2011 çулта ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене ирттерме 5 миллион ытла, е кашни ĕçлекен пуçне 2720 тенкĕ уйăрнă. Уйрăмах ку енĕпе "Комбайн", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсем, НПО "Промсервис" АХО ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ĕç сыхлавĕ енĕпе тăрăшакан специалистсене ятарлă курссенче пĕлỹ парасси малалла пырать: 2010 çулта - 50 çын, 2011 çулта - 84 çын, кăçал 94 çын хăйсен квалификацине ỹстернĕ. Инкеклĕ лару-тăрăва сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, аварисене пĕтерес тĕллевпе районта пĕрлехи диспетчер службине йĕркеленĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешме 13 техника хатĕрĕ çула тухма пултарать. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе - ĕçлев саккунĕсен, ĕç сыхлавĕн, санитарипе эпидемиологи, пушар, электричество тата промышленноç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе районта мĕнле ĕçсем пынине Чăваш Республикин ĕç инспекцийĕн ертỹçисен тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Павлова, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн санитари асăрхавĕн, госрегистрацин тата лицензи паракан пайĕн ертỹçин çумĕ А.Савельев, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ертỹçин çумĕ Н.Петров, Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕн пайĕн ертỹçи В.Терида тухса калаçнă. Производствăра сурансем илессинчен тата професси чирĕсенчен сыхланас енĕпе обязательнăй страховани тумалли йĕркесем çинчен Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн пайĕн ертỹçи Т.Егорова чарăнса тăнă. Профсоюзсен организацийĕсен "Чувашрессовпроф" пĕрлешĕвĕн ертỹçин çумĕ И.Филиппов организацисенче ĕç сыхлавне общество енчен тĕрĕслесе тăрасси мĕнле пынипе паллаштарнă.


"Елчĕк Ен"
21 ноября 2012
00:00
Поделиться