Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурлăхшăн хамăрах яваплă

 Обществăлла йĕркене çирĕплетес, терроризмран асăрханас, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçре видеосăнавсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вырнаçтарнă хыççăн районти предприятисемпе организацисен пурлăхне вăрланă тĕслĕхсем сахалланнă. Çак хатĕрсем йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене тунă преступленисене уçса парас ĕçре те пысăк пулăшу параççĕ. Паян районти 79 предприяти-организацинче видеосăнавăн 320 точкине вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра предприятисемпе организацисенче вĕсенчи лару-тăру пирки карас телефон çыхăнăвĕн каналĕсем урлă (УО-4С) пĕлтерекен ятарлă сигнализацисем вырнаçтарма май пур. Вĕсене ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн хурал сигнализацийĕпе те тỹрремĕн çыхăнтарма пулать. Пурлăха упрас ĕçре пысăк пулăшу паракан тепĕр витĕмлĕ мел шутне "Струна 5-GSM" централизациленĕ сăнав пульчĕсемпе çыхăннине кĕртме пулать. Çак пультпа çыхăнас кăмăллă предприятисемпе организацисен ер- тỹçисене, пурлăх хуçисене ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче кĕтеççĕ. Пурлăха упрасси пирки ăна çухатнă хыççăн мар, маларах шухăшламаллине, хамăр пурлăхшăн хамăрах яваплă пулмаллине асра тытар. .


"Елчĕк Ен"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться