Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инвестици проекчĕсемпе усă кураççĕ

 Инвестици проекчĕ пулăшнипе усă курса "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче сăвăнакан 130 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута кайнă. Сăвакан залра Италире туса кăларнă ку чухнехи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, сĕте "Арктика" холодильникра сивĕтеççĕ. Çĕнĕ витере ĕçлекенсен ĕçĕ те, унчченхипе танлаштарсан, нумай çăмăлланă. Паллах, ĕç тухăçлăхĕ те ỹсет. Халĕ кунта 2 доярка анчах ĕçлет. Çавăн пекех кивĕ фермăна та çĕнетнĕ. Палăртнă ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх предприятийĕ 12 миллион тенкĕ кредит илнĕ, хăйсен укçине 4 миллион тенкĕ усă курнă. Инвестици проекчĕпе килĕшỹллĕн маларах çакăн йышши фермăна "Урожай" ОООра хута янăччĕ. Хальхи вăхăтра "Прогресс" акционерсен хупă обществинче сысна, "Эмметево" ОООра, Н.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕне фермисене çĕнетессипе тимлеççĕ.


"Елчĕк Ен"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться