Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача сачĕн - юбилей

 Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнче ача сачĕ уçăлни 10 çул çитнине чаплă лару-тăрура паллă турĕç. Пĕчĕк шăпăрлансемпе кунта пултаруллă воспитательсем ĕçлени пурин куçĕ умĕнче пулчĕ. Тĕрлĕ çулхи 18 ачана пĕр чăмăра пуçтарса тĕрлĕ мероприяти ирттерме çăмăл мар. Юбилея хатĕрленсе воспитательсем вĕсене юрлама, сăвă калама, тĕрлĕ вăйă выляма, ташлама вĕрентнĕ. Шкулти музыка учителĕ А.Воробьева юбилей концертне хатĕрленме те нумай пулăшнă. Пĕчĕк ачасем валли тĕрлĕ костюмсем хатĕрленĕ, ларма-тăма пĕлмен ачасене çакăн пек хăйсене килĕшỹллĕ тытма, мĕн хушнине итлеме вĕрентнĕ. Ксюша Воробьева араб ташшине тĕлĕнмелле илемлĕ ташлама пĕлни кашнин кăмăлне кайрĕ. Ача садне çỹрени пĕчĕк ачасен тавра курăмне аталантарма пултарнине пĕлсе ашшĕ-амăшĕ вĕсене садика вырнаçтарас тесе тăрăшать. Пирĕн шкулти ача садĕнче аслă пĕлỹллĕ учитель-воспитательсем ĕçлеççĕ. С.Шадриковапа Р.Орлова районти воспитательсем хушшинче яланах малта, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăна йышăнаççĕ, садикри пĕчĕк ачасене те районта ачасем хушшинче пулса иртекен конкурссене хутшăнтараççĕ. Вĕсем çакăн пек тăрăшса ĕçленине пула ĕнтĕ çак çăмăл мар лару-тăрура та ача сачĕ 10 çул хушши тытăнса тăма пултарчĕ, малалла та нумай çул ĕçлессе шанас килет. Шкул директорĕ Г.Скворцова тăрăшнипе шкулта ача сачĕ уçма пултарчĕç. Юбилей ячĕпе ача сачĕ валли парнесем те чылай пулчĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, шкул директорĕ Г.Скворцова, шкулти учительсем, ашшĕ-амăшĕ панă парнесем пĕчĕк ачасене нумайччен савăнтарĕç. педагогика ĕçĕн ветеранĕ.



"Елчĕк Ен"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться