Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçсене пысăк пахалăхпа пăхса тухаççĕ

 ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнчи следстви ушкăнĕнче паянхи кун 3 сотрудник тăрăшать: Н.Соснов аслă следователь, А.Карабурнашев тата Н.Максимова следовательсем. Вĕсен тĕп тивĕçĕ - ĕçе "вĕри йĕрсем" тăрăх вăхăтлă та пахалăхлă пăхса тухса суда çитересси. Чи кирли - çителĕклĕ таран çирĕплетỹсем тупма пултарни. Следстви ушкăнĕ кăçалхи 10 уйăхра 49 уголовнăй ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 34-шне вĕçлесе суда çитернĕ. Следовательсем уголовлă ĕçсене пăхса тухнă чух преступленисен сăлтавне тĕплĕн тишкереççĕ. Профилактика ĕçĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ сотрудниксем. Çавна май массăллă информаци хатĕрĕсенче статьясем пичетлеççĕ. Шкулсенче вĕренекенсемпе тата ял халăхĕпе тĕл пулса саккунсене ăнлантарса парасси те йăлара. Следовательсен пысăк тăрăшулăхне, кашни службăпах килĕштерсе ĕçленине пула çулран-çулах уçăмлатман ĕçсен шучĕ чакса пынине те палăртмалла. Суд органĕсем ĕçсене каялла тавăрса паманни следовательсен ĕç-хĕлне ырăпа хаклама май парать. Следстви ушкăнĕн ĕçченĕсем малашне те ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырса халăх шанчăкне тỹрре кăларса пырас кăмăлпа хавхаланса ĕçлеççĕ.


"Елчĕк Ен"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться