Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемьере - килĕшỹ, ĕçре - ăнăçу

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
 Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ умĕн пĕтĕмлетнĕ 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алена Семенова республикăри дояркăсем хушшинче чи малта пулнине палăртнă. Çак тапхăрта вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен вăтамран 6300! килограмм сĕт сума пултарнă. ...Александр Семенов, хуçалăхри хастар водитель, ялти лайăх хĕре куçран вĕçертмен. Çĕнĕ Пăвара ĕçчен çемьере ỹссе çитĕннĕ (ашшĕ-тракторист, амăшĕ-доярка) Андреевсен 17 çул анчах тултарайнă хĕрĕн кăмăлне хăй майлă çавăратех. Мăшăрĕ пулма ыйтсан, Алена хирĕçлеймен - килĕшнĕ. Саша вара, чăннипех, кил-çурт çынни, çемье хỹтти пулнине кăтартса, çирĕплетсе панă. Пикенсе тăван хуçалăхра ĕçлесе тенкĕ çумне тенкĕ пуçтаракан, çĕнĕ çурт хăпартма ĕмĕтленекен çамрăк мăшăрăн шухăшне амăшĕ - Маргарита Филипповна та хĕпĕртесе йышăннă. Çавна май вăл вĕсене кулленхи пурнăçра май пур таран хавхалантарса пыма тăрăшнă, мăнукĕсене ỹстерме те пулăшнă. Аленăн мăшăрĕ темиçе çул сысна фермин заведующийĕнче тăрăшнă, хăй ветеринар пулнă. Выльăхсене сиплеме Алена Патăрьелĕнчи ПТУра ятарласа вĕреннĕ. Каярахпа дояркăна куçнă, кунти ĕçе те часах хăнăхнă - малтисен ретне тăнă. Хальхинче вара Европа шайĕнчи кăтартăвĕпе республикăна тĕлĕнтерме пултарчĕ. - Ĕçри ăнăçлăх кунта ĕçлекенсенчен нумай килнине чылай тĕслĕхре куратпăр. Ку енĕпе пирĕн коллектива хурламалли çук. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă Петр Купташкин та пире пĕр-пĕрин ỹсĕм-çитĕнĕвĕсене курса килĕштерсе ĕçлеме хавхалантарать. Ĕçтешсем - Ольга Крысова, Луиза Волкова, Светлана Аверьянова, Ирина Кукурузова, Вера Ласточкина, Маргарита Абрамова - пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр,-тет Алена Семенова. Семеновсем хăтлă çурт хăпартнă, иртнĕ çул вĕсем унта пурăнма кĕнĕ. Çын ĕçпе илемлĕ текен ĕлĕкхи ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшĕ паянхи кун та çухалмасть. Ялти ĕçчен çамрăк çемье патшалăхран çурт-йĕр çавăрма ятарласа уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке илме те тивĕçлĕ пулнă. Çакă вĕсене тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.  Сăн ỹкерчĕкре: Алена Семенова куç тулли Данил тата Павел ывăлĕсемпе.


"Елчĕк Ен"
17 ноября 2012
00:00
Поделиться