Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Таса пултăр

 Район территорийĕнче пурăнакансен пысăк пайĕ централизацилемен çăлсенчен - обществăлла е килти пусăсенчи çăл куçри шыва ĕçме усă курать. Централизацилемен çăлсенчи шыв тасалăхпа уйрăлса тăмасть. Унта хими хутăшĕсемпе тĕрлĕ микроорганизмсем нумай. Тĕрĕс майпа йĕркеленĕ пусăсенчи шыва вараланасран сыхламалла, унăн пахалăхне пĕр шайра тытса пымалла, тĕрлĕ инфекци лекесрен хỹтĕлемелле. Çакă шыв урлă ерекен чирсенчен хỹтĕленме пулăшать, халăх хушшинче инфекци сарăлассине чарса тăрать. Çăл куçсенчи, пусăсенчи шыв урлă пыршăлăх инфекцийĕсемпе, А гепатитпа, туляремипе, тифпа чирлеме пулать. Харпăр хăйĕн çĕр лаптăкĕнче пусă тума шут тытсан ăна ăçтарах вырнаçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пусă таса мар, путлăхлă вырăнта, автомашина çỹрекен çулран 30 метртан çывăхра пулмалла мар, унта çурхи шыв та юхмалла мар. Пусăн çỹлти пайĕ çĕр шайĕнчен 0,7-0,8 метр тухса тăмалла, унăн йĕри-тавра çĕре 1-2 метр радиусра чулпа, кирпĕчпе, бетонпа е асфальтпа витмелле, таса мар шыв юхса анасран хỹтĕлесе çумĕнчи пайне çỹлĕрех тумалла. Пусăн виткĕчĕ пулмалла. Шыв таса пултăр тесен чи малтанах пусă таврашĕнчи территорие тирпейлесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çакна асра тытсан пусă патĕнчен 20 метрта автомашина çума, япала чỹхеме, выльăхсене шăварма, чăх-чĕп усрама юрамасть. Тин тунă çăлсенчи шывпа усă куриччен ăна малтан тĕрĕслемелле, вăл ĕçме юрăхлă пулнине çирĕплетмелле. Шыв урлă лекекен чирсенчен сыхланма çуркунне юр ирĕлнĕ, кĕркунне çумăр вăйлă çунă вăхăтра пусăсенчи тата çăлсенчи шыва усă куриччен вĕретмелле. Çỹлтен анакан шыв пусса ан варалатăр тесен канавсем чавмалла, пусă таврашĕнчи территорие тасатсах тăмалла, шыв илесрен сыхламалла. Енчен те пусă çурхи шывпа тулса ларчĕ пулсан, унти шыва ĕçме тăхтамалла, унсăрăн сывлăха сиенлеме пулĕ. Чир-чĕртен сыхланассинче шыв таса пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ан манăр.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться