Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шанчăклă тĕрев пулсан - тарать йывăрлăх санран

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
 Ыран (чỹк уйăхĕн 11-мĕшĕнче) Елчĕк почтамчĕн пуçлăхĕн П.А.Блиновăн - черетлĕ çул ылмашăвĕ. Шăпах менельник умĕн тĕл пулма, халĕччен утса тухнă çул-йĕр çинчен калаçма май тупрăмăр эпир унпа. - Каçарăр та, Петр Александрович, эсир çав-çавах çамрăкла вашават çỹретĕр, кирек ăçта та ĕлкĕретĕр, пур çĕрте те çаврăнăçулăхпа палăратăр. Çавна пулах пулĕ ĕнтĕ, сумĕ-юмĕ те, халăх хисепĕ те пысăк сирĕн. Çапах та, кĕскен те пулин систерĕр-ха, мĕн пулăшать сире пур ĕçе те вĕçне çитерме тата яланах ăнăçлă тума? - Чи кирли, паллах, хамăр тăрăшни тата нимĕнле ĕçе те ырана хăварма хăнăхманни. Тепĕр чухне ĕçпе кану вăхăтне сехетпе кăна мар, минутпа виçме тата пайлама тивет. Анчах, епле пулсан та, мĕн тытăннине, палăртнине ним чухлĕ те кая хăвармасăр "тăрăламалла". Унсăрăн шанчăкран тухасси те инçе мар. - "Хамăр тăрăшни..." терĕр хуравăн пуçламăшĕнчех. Чылайăшĕнчен пачах урăхла сăмахсем илтме хăнăхнăран тем уçăмлатмалли е пĕчĕк те пулин вăрттăнлăх пур пек туйăнать вĕсенче... - Ара, "пĕччен хулă хуçăлать" тесе вĕрентнĕ те пире сакăр ывăлпа хĕре çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă аттепе анне. Çавăнпа эпир ачаранах пĕрлĕхе хаклама, вак-тĕвек ĕçе те пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса пурнăçлама хăнăхнă. Атте, вăрçă инваличĕ, Тăван çĕр-шыва чунтан парăнса пурăнма хистесе тăратчĕ тата. Вĕсем çĕре кĕни чылай пулать пулсан та ырă пехилĕ чĕререн тухмасть. Эпир, чĕррисем, тетесемпе аппа-йăмăксем, вĕсен ăс-хакăлĕпе хушăвне асра тытса, яланах пĕр-пĕринпе килĕштерсе, кирлĕ вăхăтра пулăшса пурăнатпăр. Вĕсен çумне хĕрĕх çул ытла пĕрле пурăнакан Ира мăшăрăма хушăр. Вăл мана ялан пулăшать, хавхалантарать кăна мар, манпа пĕрле пăшăрханать те, савăнать те. Йывăр чухне, кăткăс лару-тăрура вăл куçран ăшшăн, ачашшăн пăхни те иксĕлми вăй-хал парать. Акă мĕн чухлĕ пулăшакан манăн! Ĕçтешсене, йышлă тус-юлташсене хушăр тата. Пĕччен хулă мар! Çыхнă шăпăр çеç те мар, йышпа талпăнакан çар пулса тухать. Çакна чунпа туйса тăнăран курăмлăрах пĕр ĕçе те эпĕ (пĕр эпĕ кăна!) тунă е тăватăп тесе калама чĕлхем çаврăнмасть. Пĕрремĕш учительница Е.Д Енейкина, класс ертỹçи А.И.Московская тата ытти нумай-нумай ăслă çын вĕрентни те çак хурав патнех илсе тухать. - Эсир хăвăр пурнăçăрта, чи хура ĕçрен пуçласа район пуçлăхĕ таран çитнĕскер, тĕрлĕ картлашкара пулнă. Çапах та, кирек ăçта вăй хунă пулсан та, сирĕн пирки усал каланине илтмен... Пултарулăх тени вара сирĕн аллăрти телей кайăкĕ вырăнĕнчех пулнăн туйăнать. - Каллех туссен, пĕлĕшсен е пачах та пĕлмен çынсен тĕревĕ аса килет. Акă, пирĕн почтамт хаçат-журнал сарас енĕпе те, ытти кăтартусемпе те республикăра яланах малтисен йышĕнче (виççĕмĕш вырăнтан чакнине астумастăп та). Кунта кỹршĕллĕ виçĕ районти çыхăну ĕçченĕсен тỹпи чи пысăкки пулĕ. Çав вăхăтрах районсенчи ертỹçĕсен пулăшăвĕ те, пичет кăларăмĕсемпе чи кирлĕ таварсене вырнаçтарас енĕпе куллен ăнлантару илсе пыракансем те, пирĕнпе çыхăну тытакан пин-пин клиент шанăвĕпе ĕненĕвĕ те пĕлтерĕшлĕ. - Хăвăр ăçта, мĕнле предприятире е организацире ĕçленине ытларах хаклатăр е мĕнле вырăнта чухне сумлăрах пулнă тесе шутлатăр? - Паллах, çирĕм çула яхăн район шайĕнчи пуçлăх пулнă çулсенче (унăн ытларах пайне КПСС райкомĕн секретарĕнче, райканаш ĕçтăвкомĕн председателĕнче тата район администрацийĕн ертỹçинче ĕçленĕ) пуринчен те ытларах тăрăшма, канлĕх çинчен манма тата районпа халăхшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама, виçесĕр нумай ыйту татса пама тивнĕ. Шăпах çав тапхăрта тав сăмахне те, хăш-пĕрисем юриех тỹртĕн пăхнине те ытларах тивĕçнĕ. Капашсăр яваплăхне кура чыс-хисепĕ те çителĕклех пулнă. Çав вăхăтрах... Тăван ялти сакăр çуллăх шкулта пионера, Елчĕкре вĕреннĕ чухне комсомола кĕнине, вĕсенчех класс йĕркелỹçи, дружина канашĕн председателĕ, ВЛКСМ пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнине епле манăн? Хам та ача-пăча пулнă темелле, анчах тỹрккесреххисене, вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайманнисене кăштах хăратма-йăпатма, йĕркелĕхе пăхăнма хистеме тивнĕ. Кунта аслисем те пулăшсах тăнă пулсан та, ман çине кĕçĕннисемпе тантăшсемех пысăк çын вырăнне хурса пăхатчĕç. Салтакра чух сержантсен шкулне чи лайăх кăтартусемпе вĕçлесенех отделени командирне, каярахпа вĕренỹ ротин старшини пулма уйăрни паян та куç умĕнче. "Службăри каччăсемшĕн чăн-чăн юлташ та, ăс парса вĕрентекен те пулма епле ăсталăх çитернĕ-ши?" - тесе ыйтатăп хамран хам. Комсомол райкомĕ сĕннипе Елчĕк тăрăхĕнче йĕркеленĕ строительство отрячĕпе пĕрле республикăри химиксен хулине - Çĕнĕ Шупашкара çĕклеме хутшăннине аса илетĕп та ача пек савăнатăп. Апла пулин те иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсен варринче район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх управленийĕн ертỹçи пулнă вăхăт пуринчен те уйрăлса тăрать. Шăпах çавăнта ватăсен - пенси, тĕрлĕ пособи илекен ветерансемпе инвалидсен - пичĕсем тарăху куççулĕпе çăвăннине пĕрре çеç мар курнă. Тепĕр чухне хамăн та куçсем шывланатчĕç те вĕсенчен пăрăнса, вăрттăн ал тутрипе шăлса илеттĕм. Мĕншĕнне ун чухнехи ăру кăна ăнланать. Паян çав çулсенче ĕç укçине е пенсипе пособисене çуршар çул е ытларах та парайман тесен никамах та ĕненмĕ. Пирĕн специалистсем патне е ман пỹлĕме тỹрех тертлĕ çынсем, куçĕсенче такама курайманлăх сăнлă ветерансем кĕретчĕç те çăкăр е кĕрпе-çăнăх та пулин туянмалăх укçа тупма йăлăнатчĕç. "Эпир вăрçăра кун пек пурнăçшăн çапăçман!"- кăшкăрчĕ пĕррехинче кăкăр тулли орден-медаль планкисем çакнă фронтовик. - Мĕншĕн мăшкăлласа кулатăр эсир пиртен?!" Мĕн тетĕр? Хамăн тăван атте, вăрçăран йывăр аманса таврăннăскер, ывăлĕ умне тăрса ятланăн туйса илтĕм. Чăннипе илсен, вăл питĕмрен çупса ярсан та хирĕç пĕр сăмах та чĕнейместĕмччĕ. Пĕр самант пуçăма чиксе кăштах лăпланса, хама алла илтĕм те ватă салтака ĕнер кăна Советсен çурчĕн аялти хутĕнче пĕчĕк лавкка уçни, унта пенси шучĕпе çăкăр тата ытти питех те кирлĕ япаласем пама май тупни пирки пĕлтертĕм. "Юрĕ,- килĕшрĕ саплаштару магазинне кĕрсе ăна-кăна илнĕ пичче каялла тепре кĕрсе. - Анчах, тархасшăн, урăх кун пек ан çỹретĕр пире..." Çакна шута илсе, питех тухса çỹреймен ватăсене чи кирлĕ япаласене килне леçсе пама тытăнтăмăр. Çапла вара хỹтлĕх управленийĕ маншăн çыннăн нуши-асапне курма, вĕсене май килнĕ таран пулăшма вĕренмелли чăн-чăн шкул пулса юлчĕ. Ватăсене, сусăрсене ăнланма вĕреннипех, аслисем хистесе ыйтнипех çав çулсенче район центрĕнче социаллă пулăшу центрĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнче ваттисем вăхăтлăх пурăнмалли çурт (вĕсем халĕ те ĕçлеççĕ) уçрăмăр. - "Нуша кулач çитерет"- тенĕ ваттисем. Анчах тĕллевсĕр пăтрану çулĕсем (юрать-ха вĕсем çинчен манса пыратпăр ĕнтĕ) пире сахал мар тертлентерчĕç, пин-пин çыннăн чун-чĕрине хавшатса хăварчĕç. Куратпăр, туятпăр, ертỹçĕсен пурнăçĕ те пылпа çу та шурă çăкăр кăна мар... - "Курманнин курас килет",- тетпĕр те, анчах мĕн чухлĕ çын ертỹçĕ пуканне ларсан хăвăртах тарма васкать? Эпĕ вара хама чи телейлисенчен пĕри тесе шутлатăп. - Мĕншĕн? - Эпĕ кирек ăçта та ырă, пуçаруллă тата çынна ăнланакан хуçасемпе ĕçленипе. Акă, комсомол райкомĕнчен "Прогресс" колхоз парткомне ячĕç те хăш-пĕрисем манран, "Парти ĕçне пĕлмест" тесе шăл йĕрме пăхрĕç: "Блинов фермăра тислĕк кăларттарать, вăрмантан йывăç турттарттарать, пилорамăра хăма çуртарать, хорта юрласа вăхăт ирттерет" тата ытти те. Анчах опытлă колхоз председателĕ А.Ф. Иванов мухтать: "Вăл - чăн-чăн йĕркелỹçĕ. Куллен халăх хушшинче пулнăран пурте ăна итлеççĕ". Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ, мана пысăкрах та яваплăрах ĕçе сĕннĕ З.П. Пчелов та эпĕ парти ĕçне актива явăçтарса, халăхпа хутшăнса пурнăçланине ырлатчĕ. Пысăк тав вĕсене тата вĕсем пекех ытти пуçлăхсемпе ăслă çынсене мана хăйсемпе пĕрле ĕçлеме вĕрентнĕшĕн, ялан ырри патне туртăнма хăнăхтарнăшăн. Вĕсем сĕннипе-пулăшнипех мăшăрпа иксĕмĕр икĕ ывăл-офицер тата хĕр-юрист ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. - Малашнехи тĕллевĕрсем? - "Ватăлатпăр çав, тăван" юрра юрласан та чунпа хальхи евĕрлех çамрăк пуласчĕ, "Тинех пурнăç кăсăкĕ чакать" сăмахсене аса илес марччĕ. Хамăртан çакна хушса хурар: Петр Александрович почтамтăн йышлă коллективне ăнăçлă ертсе пынипе пĕрлех обществăлла ĕçре те пуçаруллă. Вăл, ЧР Патшалăх Канашĕн К.С. Мифтахутдинов депутатăн шаннă çынни пулнă май, тăтăшах нумай-нумай суйлавçăна йышăнать, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçлĕ çĕре çитерсе туллин татса парас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлет. П.А. Блинов республикăн чи пысăк наградисене, çав шутра Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн архиепископĕн Варнавăн Тав хутне те тивĕçнĕ. 


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться