Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хунав туянатпăр

 Кĕркунне çитнĕ май республикăра улма-çырла тата декоративлă культурăсен хунавĕсене лартаççĕ. Анчах чылай чухне эпир хунавсене ăçтан илсе килнине пĕлместпĕр те. Раççейĕн кăнтăр регионĕсенчен илсе килнĕ хунавсем пирĕн тăрăхри климат условийĕсене чăтаймаççĕ, часах пĕтеççĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикинче ỹстерме специалистсем сĕнекен сортсене анчах туянма тăрăшмалла. Хунава куçпа курнипех унăн сортне, ăна ăçтан илсе килнине палăртма çук. Çавăнпа туянас тетĕр пулсан сутуçăран ятарлă документсем ыйтмалла. Унта культура ячĕ, сорт, категори, хунавăн тымар системин вăрăмăшĕ, сиенçĕсем, чирсем пулни çинчен çырни пулмалла. Енчен те вĕсене Раççейĕн урăх регионĕсенчен кỹрсе килнĕ пулсан, çак продукци çине карантин сертификачĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсемпе пĕрле сиенçĕсем е чирсем килес хăрушлăх пур. Хунавсем çинче калифорни щитовки, тăпрара çĕр улми нематоди пулма пултарать. Уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чир - улма-çырла культурисем пиçсе кайни (бактериальный ожог). Çак чире Самар, Саратов, Воронеж, Белгород, Тамбов, Калининград облаçĕсенче тупса палăртнă. Инфекци ỹсен-тăрансен 170 ытла тĕсне ерме пултарать. Çав шутра улмуççи, груша, пилеш, чие, слива, çĕр çырли, ирга, хăмла çырли тата ытти те. Чире пуçарса яракан бактерисем сиенленнĕ хунав çинче хĕл каçаççĕ, унтан пахчари ытти йывăçсем çине куçаççĕ. Чир аталанса пынă май йывăçăн çеçкисем хăраççĕ, хуралаççĕ, инфекциллĕ туратсем шĕвекпе тулаççĕ. Кайран çак шĕвек тумламăн-тумламăн сăрхăнма, йывăç вулли тăрăх юхма тытăнать, çамрăк туратсем хăмăрланаççĕ, авăнса лараççĕ. Çулçăсем хуралаççĕ, пĕтĕрĕнсе лараççĕ, анчах çĕре ỹкмеççĕ. Чирленĕ çимĕçсем те хăмăрланаççĕ е хуралаççĕ, типеççĕ, çĕре ỹкмеççĕ. Чирлĕ йывăçсем çулăмпа пиçнĕн туйăнаççĕ. Çак чир инфекциллĕ çимĕçсем, садра ĕçлемелли хатĕр-хĕтĕр, хурт-кăпшанкă урлă ытти йывăçсене ерет. Хисеплĕ сад ĕçченĕсем! Енчен те улма-çырла йывăççисем чирленине асăрхарăр пулсан Чăваш Республикинчи Россельхознадзор управленине çак адреспа пĕлтерме ыйтатпăр. Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9-мĕш çурт, тел.: 52-80-29, 52-80-33, 52-71-54, 54-55-61. , Россельхознадзор управленийĕн патшалăх тĕп инспекторĕ.


"Елчĕк Ен"
10 ноября 2012
00:00
Поделиться