Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансем канашларĕç

Ветерансем канашларĕç Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче районти ветерансен канашĕн пленумĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата ыттисем хутшăнчĕç. Пленум Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен, центр çумĕнчи ветерансен "Туслăх" художество коллективĕн (ертỹçи И.Шурбин) концертĕнчен пуçланчĕ. Хавхалануллă юрă-кĕвĕ пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах ветерансен районти канашĕн ертỹçи С.Терентьева сăмах илчĕ. Ватă çынсен пурнăçне çăмăллăх кĕртес тĕлĕшпе ветерансен канашĕ тата район ертỹçĕсем туса ирттернĕ ĕç-хĕле асăнчĕ. Пленумра Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăм ертỹçи Г.Лаврова та тухса калаçрĕ. Центр тĕп тĕллевĕ - ватă çынсемпе инвалидсене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тĕрлĕ майпа пулăшасси, вĕсен интересĕсене хỹтĕлесси. Унта пурĕ 6 уйрăм ĕçлет. Çав шутра пĕччен пурăнакан ватăсене тата сусăрланнă çынсене киле пырса пулăшу паракан 2 уйрăм, çемьесене пулăшу паракан уйрăмсем, ватă тата сусăрланнă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли 2 уйрăм. Паянхи кун районти 93 социаллă ĕçчен пĕччен пурăнакан 113 ватă çынна пăхса тăрать. Вĕсем кинемейсемпе мучисен килĕсенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашсах тăраççĕ, реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Ватă çынсене пулăшас тĕллевпе шкул ачисенчен Тимур командисем йĕркелени, вĕсем ватăсене шефа илни паян уйрăмах вырăнлă. Шăпах çак ыйтăва хускатрĕ район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ М.Чернова. Вăл шкулсенче пĕччен ватăсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленнĕ Тимур командисем тата волонтер юхăмĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Куллен шыв ăсса кĕрсе пани, кил-çурта тасатма е ытти ĕçе пăрнăçлама пулăшнисĕр пуçне ватă çынпа юнашар ларса калаçни те ăна хавхалантарать, хăй çак тĕнчере пĕччен маррине туйма май парать. Аслă ăрурисене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕç. Вĕсем ватăсене обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн, çамрăк ăрăва ырă канаш-сĕнỹ парса тĕрĕс воспитани илме пулăшса пынăшăн тав турĕç, пенсионерсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. Канашлу хыççăн Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пурне те тутлă чейпе сăйларĕç. Ватăсем çак уява ирттерме пулăшнă кашни çынна пысăк тав сăмахĕ каларĕç.


"Елчĕк Ен"
03 ноября 2012
00:00
Поделиться